Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Декретлă отпускран - çĕнĕ ĕçе

18 июля 2012 г.

Арçынсемпе танлаштарсан, хĕрарăмсене хальхи вăхăтра ĕç тупма çăмăлах мар. Уйрăмах çамрăк ачасен амăшĕсене çĕнĕрен ĕçе пикенме хĕн. Мĕншĕн тесен вĕсем декретлă отпускра пулнă вăхăтра професси статусĕ те (паянхи пурнăçра çак лару-тăруран ниепле те пăрăнса иртме çук) улшăнма пултарнă. Йывăрлăхран тухмалли мел пур, 2011 çултан пуçласа хĕрарăмсене декретлă отпускра пулнă вăхăтра тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн вĕрентсе хатĕрлессине тата квалификацие ỹстерессине йĕркеленĕ. Программăна ĕçе кĕртессинче пулакан тăкаксене пĕтĕмпех республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Çак мелпе усă куракансемшĕн çăмăллăх та нумаййине, чи малтан тỹлевсĕр вĕрентнине палăртмалла. Кунта тĕрлĕ профессие алла илме май пур, вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыракансене стипенди те тỹлеççĕ. Хальхи вăхăтра халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр професси пĕлĕвĕ илме пулăшас тĕллевпе декретлă отпускри амăшĕсемпе 4 килĕшỹ çирĕплетнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ ПЭВМ операторне, пĕри сутуçă-кассира, тепри "В" категориллĕ транспорт хатĕрĕн водительне вĕренеççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика