Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар надзорне – 85 çул

20 июня 2012 г.

Çĕр çинче вут пек вăйли çук, теççĕ. Этемлĕхĕн май пур таран унпа кĕрешмелле, асăрханмалла. Ватăсем сăнанă тăрăх, сыхланакана вара аслă Пÿлĕх те хăй хÿтлĕхне илет. Паянхи пушар надзорĕн историйĕн пуçламăш тымарĕ çав тери аякка каймасть. 85 çул каялла, 1927 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче ВЦИК тата РСФСР халăх комиссариачĕн Канашĕ Патшалăх пушар хуралĕн положенийĕ çинчен калакан йышăнăва çирĕплетнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – пушар хуралĕн мероприятийĕсене планпа туса пырасси, коммуналлă, ведомствăлла, обществăлла пушар организацийĕсен ĕçне сăнаса, контроллесе, пĕрлĕхре тытса тăрасси.

Патшалăх пушар хуралĕн службин ячĕ-шывĕ ку таранччен тĕрлĕрен улшăннă пулин те, пирĕн ĕçри тĕп принципсем – уйрăм çыннăн е халăхăн пурнăçне, пурлăхне çăлса хăварасси, çынсене инкек пуласран асăрхаттарасси, хăрушлăх сиксе тухасран çирĕп йĕркене хăнăхтарасси – çавах юлаççĕ. Патшалăх пушар надзорĕн ертÿçисемпе инспекторĕсем хăйсен тивĕçне ăнланса тата тухăçлă ĕçленĕрен, РФ Президенчĕн Указĕпе килĕ-шÿллĕн РФ шалти ĕçсен пайĕн Патшалăх хурал службинчен 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче РФ гражданла хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăрăва тата инкексем хыççăн пулакан йывăрлăхсене пĕтерекен Патшалăх пушар хуралĕн министерствине туса хунă. Çакăн хыççăн пирĕн тивĕç çумне халăха çут çанталăк пулăмĕсенчен е ытти сăлтавпа гражданла хÿтĕлев парасси хутшăнчĕ. Ку таранччен эпир хамăрăн тĕллевĕмĕре ăнăçлах пурнăçласа пыратпăр.

Патăрьел районĕнче пушар инспекцийĕ чылай каярах, 1954 çулта йĕр-келеннĕ. Тĕрлĕ çул унăн начальникĕсем пулса Н. Яковлев, И. Кузнецов, Н. Егоров, В. Тямин, С. Андреев ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Александр Кляжев дознавательпе Валерий Чернов инспекторăн ĕçри опычĕсем пуянлансах пыраççĕ.

Пирĕн служба сотрудникĕсен яваплăхĕ пысăк. Çапах сахал йышпах профилактика ĕçне анлăн йĕркелеме тăрăшатпăр. Сăмахран, “Пурăнмалли çурт-йĕр” программăпа килĕшÿллĕн пушар тухас хăрушлăх пысăк тапхăрта ача-пăча учрежденийĕсенче, уйрăм хуçалăхсенче пулса ăнлантару мероприятийĕсем йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне ра-йонти пушар чаçĕпе, ВДПО инспекторĕсемпе, полици сотрудникĕсемпе тăтăшах пĕрлехи рейдсем йĕркелетпĕр. Ырă ĕçĕн çимĕçĕ куç умĕнчех. Юлашки пилĕк çулта пирĕн районта вут-кăвар инкекĕсен шучĕ 15 процент чакрĕ. Кăçал çеç хамăр районта 3000 уйрăм çынна пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшĕпе инструктаж панă. Çак ĕçе малашне те тĕллевлĕ пурнăçласа пырасшăн.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика