Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни самант шутра

06 июня 2012 г.

«Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕн 3-мĕш хирĕнче хĕрÿ ĕç пырать: нумай çул ÿсекен курăка — козлятника — çулаççĕ. Вăл 80 гектар çинче лайăх ÿснĕ. Кооператив механизаторĕсем выльăх апачĕ çулса тирпейлеме хутшăнакан техникăна хĕрÿ тапхăр валли тĕплĕн юсанă.

«Çанталăк лайăх тăнипе усă курса пахалăхлă утă хатĕрлесшĕн. Кашни самант шут-

ра», — терĕ Михаил Буслаев председатель. Сăмах май каласан, çак ĕçре иккĕмĕш çул кăна тăрăшать пулсан та, опытне ÿстерсех пырать вăл.

Эпир ертÿçĕпе хире пынă чухне Валерий Владимиров КПС-5Г косилкăпа козлятнике çулатчĕ. Хуçалăхра хĕрÿ тапхăр вăхăтĕнче вăл трактористра ĕçлет, тивĕçне кирлĕ шайра пурнăçлать. «Хурçă утпа» ĕçлеме мана кăмăллă. Техника вăл çын пекех — хăйне пăхнине юратать», — пĕлтерчĕ Валерий Иванович.

Александр Шамбулин вара çулнă утта ПР-Ф-180 Б маркăллă агрегатпа преслатчĕ. Александр Сергеевич хуçалăхра 30 çул ытла трактористра ĕçлет. Тăрăшуллă механизатор ыттисемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче.

Вячеслав Челаков МТЗ-82 тракторпа пресланă утта выльăх-чĕрлĕх валли фермăна турттарать. Сергей Падюкин ретĕн-ретĕн выртакан паккуссене ворошилкăпа хускатать.

«Сенаж хывма пикениччен çулса пăрахнă курăка кушăхтармалла, унри нÿрĕклĕх 55—60 процент пулмалла. Çанталăк кăна уяр тăтăрччĕ, козлятнике типĕтсе утă хатĕрлесе преслама палăртнă. Çумăр кансĕрлесен сенажа ярăпăр», — терĕ ертÿçĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика