Чебоксарский международный кинофестиваль 2012ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинофестиваль çÿллĕ шайра иртнĕ

26 мая 2012 г.

 

Майăн 21—26-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртнĕ. Унăн программипе килĕшÿллĕн тĕп хуламăрти тата районсенчи кинотеатрсемпе культура çурчĕсенче тĕрлĕ фильм кăтартнă, Раççей киноискусствин ăстисемпе тĕл пулусем, калаçусем ирттернĕ.

Фестивальте халиччен проката тухман ĕçсемпе çеç мар, тĕнчипе палăрнă фильмсемпе те киленме май пулнă. Сăмахран, «Фауст» (режиссерĕ А.Сокуров) 2011 çулта Венецире иртнĕ «Ылтăн арăслан» кинофестивалĕн премине, «Безразличие» (унта Ф.Бондарчук вылять) «Кинотаврăн» гран-прине пĕлтĕр тивĕçнĕ.

Фестиваль вăхăтĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче киношкул ĕçленĕ. Асăннă искусствăпа питĕ кăсăкланакан пулас кинематографистсем чăн ăстасен сĕнĕвĕсемпе тăван хуларах паллашма пултарнă. Киношкулта Али Хамраев режиссер-сценаристпа, Фархат Абдуллаев режиссерпа, Олег Ковалев, Елена Долгопят сценаристсемпе, Рамил Камея оглы Азимов актерпа калаçусем ирттернĕ.

Фестивальте чăннипех те хăйне евĕрлĕ ĕçсем кăтартнă. Тарăн тишкерме, пурнăçа пачах урăх енчен курма вĕрентекенсем теме пулать вĕсене. Хăшĕ-пĕрине ăнланма, ăс-тăна вырнаçтарма та çăмăлах мар. Шăпах çакăн йышшисен шутне Ольга Столповская режиссерăн «Случайная связь», Вячеслав Россăн «Сибирь. Монамур», Игорь Колмогоровăн «Связь времен» фильмĕсене кĕртме пулать.

Ĕçсене куракансем умне кăларнипе çеç çырлахман кинофестивале хутшăннисем. Фильмсем вĕçленсен режиссерсем, актерсем пуçтарăннисемпе калаçусем ирттернĕ, кино ÿкернĕ вăхăтри хăш-пĕр самантсемпе паллаштарнă.

Акă, сăмахран, «Случайная связь» фильм хыççăн йĕркеленĕ пресс-конференци Ольга Столповская режиссер, тĕп сăнара калăпланă Софья Каштанова, Наталия Вагонова продюсер, кастинг-директор Виктория Щербань, çавăн пекех «Которого не было» фильм сценарисчĕ Елена Долгопят хутшăннă.

Кинофильмри пур япалана та чăнлăх вырăнне хурса йышăнма кирлĕ мар. Пурнăçа вăл тĕрлĕ тĕслĕх урлă уçса парать. Хамăн ĕçĕмпе тĕнчере кирек мĕн те ăнсăртран пулса иртет тесе каласшăн. Пурнăç — çав тери кăткăс япала, — пĕлтернĕ шухăшне О.Столповская.

Киноискусствăра ĕçлекенсем паянхи куракан тарăн, пуян шухăшлă фильмсене кĕтнине шута илсе вăй хунине, çулсерен çĕнĕ ĕçĕсемпе савăнтарма тăрăшнине фестиваль тепĕр хут çирĕплетсе панă.

Пурнăç аталаннă май киноискусство та унран юлмасть. Çавăнпа та пире паян урăхларах, çĕнĕ сăнарсем кирлĕ. Ăслă та, илемлĕ те пултăр вăл, куракана хăйĕн патне турттăр. Софья Каштанова шăпах çакăн йышшисенчен, — тенĕ Виктория Щербань.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика