Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татьяна Арефьева - конкурс çĕнтерỹçи

23 мая 2012 г.

Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртрĕ район шайĕнчи "Пĕчĕк фея" илемлĕх конкурсĕ. Çулсерен унта хутшăнакансен тата куракансен йышĕ ỹссех пынипе, конкурса тĕрлĕ жанрлă тума тăрăшнипе, çавна май кашнинчех хăйне евĕр кăсăклă иртнипе палăрса тăрать вăл. Конкурса хутшăнакансем вара - 3 çултан пуçласа 6 çула çитичченхи ачасем - чăннипех те çулĕсене кура мар маттур та пултаруллă пулнипе палăрчĕç. Çавах кашни конкурсра çĕнтерỹçĕ пурах. Чи пултарулли Елчĕкри "Солнышко" ача садне çỹрекен Татьяна Арефьева пулчĕ, "Пĕчĕк фея - 2012" ята çĕнсе илчĕ. "Вице мисс" - Яна Чернова (Аслă Елчĕк), "Куракансем кăмăлланă пĕчĕк фея" - Кристина Васильева (Çĕнĕ Пăва). Çавăн пекех ытти конкурсанткăсем те - Настя Тарасова (Аслă Пăла Тимеш), Алина Афанасьева (Тăрăм), Аделина Дмитриева (Патреккел), Ульяна Ефимова (Ĕнел), Валерия Мамуткина (Курнавăш), Полина Иванова (Елчĕк), Изольда Головина (Кивĕ Эйпеç), Алина Ильина (Таяпа Энтри), Катя Трофимова (Лаш Таяпа), Виктория Павлова (Кĕçĕн Таяпа), Александра Сергеева (Энтепе), София Горбунова (Кушкă), Мария Сметанина (Лаш Таяпа) тĕрлĕ номинацисенче палăрчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика