Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умри тĕллевсем пысăк

19 мая 2012 г.

Иртнĕ юнкун районти тĕрлĕ предприятисемпе учрежденисен, организацисен ертÿçисем, хула, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем ир-ирех район администрацийĕн пухусем ирттермелли пысăк залне васкарĕç. Кунта район активĕн анлă канашлăвĕ иртнĕ май, вĕсен черетлĕ ĕç кунĕ çакăнта пуçланчĕ. Асăннă мероприятие çак кун шĕкĕр Шупашкартан пирĕн района Пĕрлĕхлĕ информаци кунне ирттерме килнĕ хаклă хăнасем те хутшăнчĕç.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. «Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев нумаях пулмасть ĕçлĕ визитпа Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пулса пирĕн ĕçе хакланă май тата та тăрăшарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Республика ертÿçин чĕнĕвне тÿрре кăларас тесен, пирĕн кашнин харпăр хăй ĕç вырăнĕнче яваплăха туйса, ыттисене тĕслĕх кăтартса, ырми-канми ĕçлемелле. Пирĕн пурин те пĕр тĕллев пулмалла», – çапларах пуçларĕ хăйĕн сăмахне Юрий Федорович.

Канашлура кун йĕркинчи пĕрремĕш – паянхи куншăн чи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ –ыйтупа район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Васильев тухса калаçрĕ. Вăл пухăннисене уй-хирти çурхи ĕçсем мĕнле пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. «Звезда» тата «Восток» хуçалăхсенче ĕçсем кал-кал пыманни район администрацийĕн пуçлăхне те, ялхуçалăх пайĕнче ĕçлекенсене те шухăшлаттарать. Вырăнти хутлăх ертÿçисен те çакна курмăш пулмалла мар. Ку тĕлĕшпе Урхас Кушкă, Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕсен ертÿçисене ят тиврĕ. Кукашни тата Атăлçи хутлăхĕсен пуçлăхĕсенчен хытă ыйтмалли сăлтавсем те тупăнчĕç, ку поселенисенче сухаласа акман çĕрсем нумай тата хуçасăр, кивĕ, йăтăнса анма пуçланă тĕрлĕ объектсемпе çуртсем асăннă территорисенче тавралăх илемне пăсса лараççĕ.

Иккĕмĕш ыйту Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакансен Чыслăх Кодексĕ пирки тата ĕç коллективĕсенчи хутшăнусем тавра пулчĕ. Ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К. Федорова тухса калаçрĕ. Çÿлерех асăннă Кодексра çырнă сăмахсене пурнăçа кĕртес тесен, кашнин хытă тăрăшмаллине уйрăммăн палăртрĕç канашлура. Клавдия Николаевна çывхарса килекен Акатуй уявне Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче мĕнлерех хатĕрленсе ирттерес пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Сăмах май каласан, кăçал çак уяв çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулать. Унăн программипе эпир хаçат вулаканĕсене çывăх вăхăтрах паллаштарăпăр.

Çавăн пекех канашлура районти халăх сывлăхне сыхлас енĕпе те ыйтусем хускатрĕç. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ М. Егорова туберкулез хăрушă чир пулни пирки, ăна хирĕç пурин те кĕрешмеллине аса илтерчĕ, райадминистрацин физкультурăпа спорт, туризм секторĕн заведующийĕ Г. Филинов, «Мариинский» ФСК директорĕ О. Семенов халăха сывă пурнăç йĕркине явăçтарас енĕпе çыхăннă ыйтусене çĕклерĕç. Çутĕç пайĕн пуçлăхĕ Н. Давыдова шкул ачисен çуллахи канăвне мĕнлерех йĕркелесси çинчен каласа пачĕ.

Район администрацийĕн тĕп специалисчĕ О. Кучук хула тата районти ялсен урамĕсене тирпей-илем кĕртес ыйту тавралла калаçрĕ, ку енĕпе усăллă сĕнÿсем пачĕ.

Пирĕн района Шупашкартан Пĕрлĕхлĕ информаци кунне ирттерме килнĕ информушкăн ертÿçи – Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. Прокопьева информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарнă май тĕрлĕ çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Хăйĕн сăмахне вара çапларах вĕçлерĕ, «Сĕнтĕрвăрри районĕнче юлашки вăхăтра самаях ырă улшăнусем пулса иртеççĕ, район малалла талпăнса, ăнăçлă аталаннине Республика Ертÿçи те пысăка хурса хакланă. Паллах, çакăнта район администрацийĕн пуçлăхĕн тăрăшулăхĕпе пуçарулăхĕ тата район активĕн тÿпийĕ те пĕчĕк мар. Малашне те район çавăн пекех çитĕнÿсем патне талпăнса ĕçлессе шанас килет». Паллах, çапла пултăр тесен район активĕн умма пысăк тĕллевсем лартмалла.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429567, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Аксарино, ул. Центральная Усадьба, 11
Телефон: 8(83542) 30-3-10
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика