Чебоксарский международный кинофестиваль 2012ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартаççĕ те, вĕрентеççĕ те

23 мая 2012 г.

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль уçăлчĕ. Ун умĕн, кăнтăрла, программа директорĕ, фестивалĕн тĕп режиссерĕ Сергей Лаврентьев пресс-конференци ирттерчĕ, жюри членĕсемпе паллаштарчĕ.

Палăртса хăварар: фестивальти конкурса халĕччен пирĕн патăмăрта кăтартман 11 кинофильма тăратнă. Вĕсене паллă сценарист Павел Финн /жюри председателĕ/, Вячеслав Сачков оператор-постановщик, Алла Гербер кинокритик, Елена Чижова прозаик, Андрей Эшпай режиссер тата сценарист хак парĕç.

- Ку кинофильмсем куракана килĕшĕç е çук, кăна эсир кăшт каярах татса парăр. Çапах çакна шута илĕр: тĕнчери чи чаплă кинофильмсем пурне те килĕшмеççĕ,- калаçăва çапла пуçларĕ Сергей Лаврентьев.

- Чăваш Ене килнĕшĕн çав тери хавас эпĕ. Ахальтен мар паллах. 1959 çулта ВГИКра вĕреннĕ вăхăтра Барнаула кайма тÿр килнĕччĕ. Пирĕн пуйăс Чăваш Ен витĕр иртрĕ. Шăпах çавăн чухне пуйăсра Геннадий Айхипе - ун чухне Лисин хушаматпа çÿретчĕ - паллашнăччĕ. Темĕн пирки те пуплеме ĕлкĕртĕмĕр, вăл мĕн тери ăслă калаçма пултарнинчен тĕлĕннĕччĕ эпĕ. Гена Шупашкара каятчĕ. Каярах унăн ывăлĕ Алексей Айхи композитор манăн икĕ кинофильм валли кĕвĕ хайларĕ, - терĕ Павел Константинович.

- Шупашкар мана асамлă хула пекех туйăнать: ăшăлăхпа илемлĕх, лăпкăлăх хуçаланать. Çавăнпа та тин çеç Германирен таврăннине пăхмасăрах кунта килесех терĕм, иккĕмĕш хут ĕнтĕ. Шел, Раççейĕн пысăк пахалăхлă кинофильмĕсене курма халăх сахал çÿрет. Лару-тăру пур çĕрте те çапларах, çав шутра Мускавра та, - сăмах хушрĕ Алла Гербер.

- Хамăрăн кинофильмсемпе мĕншĕн кăсăкланмаççĕ-ха? Тен, вĕсен хушшинче лайăххи сахал? - ыйтрĕç журналистсем.

- Халăха телекурав пăсать. Вăл еплерех кино кăтартнине хăвăрах пĕлетĕр. Çавна май çынсем чăн-чăн кинофильм мĕн иккенне манаççĕ те. ТЭФИ академийĕн членĕ пулнă май вун-вун ĕç пăхма тивет. Мĕн тетĕр? Нумайăшĕн тĕшши те çук, хăйне евĕрлĕ, расна сюжетли сахал. Ытларах çамрăк ăру валли кăларнăскерсем.

Совет саманинче пире ирĕклĕн шухăшлама чарнă пулин те, çапах вăл вăхăтри кинофильмсем чылай лайăхрах тенĕ пулăттăм. Унăн пурнăçри чăнлăха кăтартса памалла, çивĕч ыйтусене хускатмалла. Фестивальте куракансем хăйсене кирлине, чуна çывăххине тупасса шанас килет, - хуравларĕ Павел Финн.

Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль «Çеçпĕл» кинотеатрта уçăлчĕ.

- Фестивале килнĕ Чăваш Ен хăнисене - режиссерсемпе киноведсене, сценаристсемпе артистсене, киноискусствăна хаклакан ытти çынна - пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Кинофестиваль пирĕн культурăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл хускатакан çивĕч ыйтусем халăх культурин еткерне сыхласа хăварма, çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парса ÿстерме пулăшаççĕ. Республикăна вара шăпах пуян ăс-хакăллă, анлă тавра курăмлă çамрăксем кирлĕ,- терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

- Пире ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав тăватпăр. Чи малтанах кăçалхи жюри ытти чухнехинчен уйрăларах пулнине палăртасшăн. Унта сценарист, оператор, критик, режиссер пулни фестивальти конкурса хутшăнакан пачах расна шухăшлă кинофильмсене тĕрлĕ енчен тĕрĕс хак пама пулăшĕ. Фестиваль сирĕн асăрта юласса шанатпăр, - хавхаланса калаçрĕ жюри председателĕ Павел Финн.

Кинофестиваль президенчĕ Карен Шахназаров уяв ячĕпе экран çинчен саламларĕ. Мероприяти «Кинофестиваль» /режиссерĕ Василий Пичул/ кинофильмпа малалла тăсăлчĕ.

Фестиваль уçăлчĕ. Аса илтерер: ĕнер Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче киношкул ĕçлеме пуçларĕ. Унта ăсталăха вĕрентеççĕ, паллă артистсемпе тата режиссерсемпе тĕл пулусем иртеççĕ. Кинотеатрсене тÿлевсĕрех кĕртеççĕ, билетсене пĕр кун маларах салатаççĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика