29 марта 2012 г.
Чăваш Республикин Наци библиотеки ирттерекен «Лите-ратурăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кěнеке» конкурса Çатракасси ял библиотеки те хутшăнчě. Конкурса хутшăнса библиотекăра анлă кěнеке выставки йěркеленě. «Чи лайăх вуланакан чăвашла кěнеке» номинацире Улькка Эльмен çырнă «Çирěп чунлисем телейлě» кěнеке мала тухрě.
Çыравçăн маларах тухнă «Ма инçе-ши çăлтăрăм?..», «Кая юлнă ỹкěнỹ» ятлă кěнекисене вулакансем хапăл туса йышăннăччě. «Çирěп чунлисем телейлě» кěнекене кěнě повеçсемпе калаври ěç-пуç паянхи улшăнса тăракан саманари пăтăрмахлă çаврăмсенче пулса иртет. Кěнекери тěп герой – паянхи чăваш хěрарăмě. Автор чăваш ялě сывлăш çавăрса илсе çěнěрен мăнаçлăн чěрěлсе тăрассине, унăн ỹсěмěсем халăх кун-çулěнче тивěçлě вырăн йышăнассине чунтан ěненет.
Улькка Эльмен çырнă «Çирěп чунлисем телейлě» кěнеке вулакансене килěшессе шанатăп.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"