Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район чемпионĕ - шкул ачи

14 марта 2012 г.

Шахмăтçăсем икĕ кун «Хĕлхем» спорт комплексĕнче кăçалхи çул Элĕк районĕн чемпионĕ ята çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

Элĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Вячеслав Филиппов район чемпионĕ пулса тăчĕ. Кун пекки район историнче 2002-мĕш çулта пулнăччĕ. Ун чухне Элĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Владимир Владимиров çĕнтернĕччĕ. В.С.Ефимов (Ехремкасси) чемпионтан çур очко çеç юлчĕ. Виççĕмĕш вырăна И.Н.Матвеев (Тури Выла) çĕнсе илчĕ. Çапла вара шахмата юратакансен «е2-е4» клубăн 15-мĕш сезонĕ вĕçленчĕ теме те юрать.

Клуб членĕсен «Чи лайăх шахматист-2012» ята çĕнсе илессишĕн финалти ăмăртăвĕсем пыраççĕ. Çак ята А.Ф.Степанов е З.П.Федоров çĕнсе илĕ. А.А.Ивановпа И.В.Орлов виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăншăн тупăшаççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика