Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕсен йышĕ ỹсет

15 февраля 2012 г.

Республика Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Указĕпе килĕшллĕн нумай çул трĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă районти 38 пенсионера çĕнĕ йĕркепе "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят панă. Хальлĕхе районти 49 ватă çак сумлă ята тивĕçнĕ. Çывăх вăхăтра тата 67 çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илĕ. Тунти кун ĕç ветеранĕсене удостоверенисене савăнăçлă лару-тăрура панă. Йывăр вăхăтра ир пуçласа сĕм çĕрлеччен тăван уй-хирте, фермăра, тĕрлĕ çĕрте пилĕк авнă ватăсемшĕн чăн-чăн уяв ку. Çак савăнăçа вĕсем сахал мар çул кĕтнĕ. "Пĕрле ĕçленисемех тахçантанпа ĕç ветеранĕн çăмăллăхĕсемпе усă кураççĕ. Тинех пирĕн телей çитрĕ. Патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă курни пире, сахал пенси илекенсене, самай пысăк пулăшу",_ теççĕ хисеплĕ ята тивĕçнисем. Акă, Кивĕ Эйпеçри В.Антоновăн ĕç стажĕ 50 çул, Тип Тимешри Н.Афанасьеван 44 çул, пĕр сăмахпа, кашни пенсионер мĕн ачаран тăван хуçалăхра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та чылайăшĕ бригадир хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман. Шăмалакри М.Степанова пĕтĕм вăй-халне колхоза тĕреклетессишĕн панă. 40 çул ытла "Слава" хуçалăхра тăрăшнă вăл. Халĕ Мария Николаевна пурнăç лайăххишĕн савăннине пытармасть, республика, район ертỹçисене чун-чĕререн тав тăвать. Ĕç ветеранĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, район пуçлăхĕ Р.Молодова, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.Аникина саламланă, нумай çул хушши тăван тăрăхра ырми-канми вăй хунăшăн тав тунă. Сăн ỹкерчĕкре: Н.Миллин В.Антонова ĕç ветеранĕн удостоверенине илнĕ ятпа саламлать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика