Испуханское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш секретарь

21 января 2012 г.

Хĕрлĕ Чутай район историйĕ мухтавлă çынсен ячĕсене сахал мар çырса хăварнă. Вĕсен хастарлăхĕпе пултарулăхне пула Чутай тăрăхĕ аталанса та çĕкленсе пынă, паянхи пурнăç никĕсĕ пулса тăнă. Çакă район пурнăçĕн историйĕнче лайăх курăнать.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-80-мĕш çулĕсенче Петр Александрович Михеев ятне илтмен çын районта сахал пулнă пулĕ. Вăл 1924 çулта июнĕн 5-мĕшĕнче Карăкçырми ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Малтанах ялти пуçламăш, каярахпа Хирлÿкассинчи тулли мар вăтам тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Петр тăван ялĕнче вулав çурчĕн заведующийĕнче, комсомол райкомĕнче ĕçленĕ. Хаяр вăрçă пуçлансан вăл 1942 çулхи июль уйăхĕнче салтак тумне тăхăнса алла пăшал тытнă, Украинăпа Белоруссие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Çапăçусенче хăюлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн орден-медальсене тивĕçнĕ. Вăрçăран Петр Александрович 1945 çулхи кĕркунне аслă лейтенант званийĕпе таврăннă. Сăмах май, унăн мăшăрĕ те, Анна Гурьяновна, хĕр чухне Хĕвел Анăç фронтĕнче тăватă çул хушши вăрçă нушине тÿснĕ.
Вăрçă хыççăн П.А.Михеев учительте тата парти ĕçĕнче тăрăшать. Пултарулăхне кура 1951 çулта çирĕм çичĕ çулхи çамрăка парти райкомĕн секретарĕ пулма суйлаççĕ. 1959 çулта, Мускавра партин Тĕп Комитечĕн аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, Петр Александрович районăн пĕрремĕш секретарĕ пулса тăрать. Çак тилхепене вăл виçĕ çул ăнăçлăн тытса пырать, лайăх кăтартусемпе республикипех палăрать.
1962 çулта республикăри районсене пĕрлештерме пуçласан пирĕн района Çĕмĕрле районĕпе пĕрлештереççĕ. Çавăн чухне П.А. Михеев икĕ çул хушши хула-район ĕçтăвкомĕн председателĕнче тимлет. Çавăн чухне вăл халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, Чул хула, Мускав, Волгоград, Хусан, Ульяновск хулисенчи заводсемпе çыхăну тытма пултарни аванах палăрать.
1965 çулта района çĕнĕрен йĕркеленĕ хыççăн Петр Александровича каллех Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйлаççĕ. Хăйĕн ĕçне вăл чунтан парăнса, вăйне шеллемесĕр пурнăçланă. Малтанах тĕплĕн шухăшласа, çирĕп план туса хатĕрлесе ĕçе вĕçне çитересси уншăн яланах саккун пулнă. Çавăн пекех вăл, район малашлăхĕ çинчен шутланă май, яваплă ĕç вырăнĕсене лайăх кадрсем тупса пултаруллă специалистсене уйăрса лартассине, вĕсенчен çирĕп ыйтассине кулленхи ĕç вырăнне хунă. Анлă тавра курăмлă, пысăк пĕлÿллĕ ертÿçĕ ертсе пынипе пирĕн район утмăлмĕш çулсен вĕçĕнче республикăра малтисен ретне тухать. Районăн экономикипе социаллă пурнăçĕ аталанса пынă вăхăтра сÿрĕккĕн ĕçлеме май та пулман пĕрремĕш секретарĕн. Вăл вăхăтра çĕнĕ предприятисемпе организацисем уçăлнă, вун-вун километр çула асфальт сарнă, колхозсен экономики тĕрекленнĕ, сухаламан çĕрсем пачах пулман. Сĕт, аш-какай, çăмарта, çăм туса илессипе, вĕсене патшалăха сутассине ÿстерес тĕлĕшпе Хĕрлĕ Чутай районĕ КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министерствин куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне темиçе çул хушши алăран яман.
Пĕрремĕш секретарь район пурнăçĕн пур енне те курса тăнă, пĕр япалана та куçран вĕçертмен, пур ыйтăва, темĕнле чăрмавсем пулсан та, татса пама тăрăшнă.
1973 çулхи кĕркунне П.А.Михеева Шупашкара КПСС обкомĕн пай ертÿçин çумне куçараççĕ, прокуратура, суд, шалти ĕçсен пайĕн право ыйтăвĕсене тытса пырса ĕçлеме шанаççĕ. Вăл çак ĕçре мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 1986 çулччен, тăрăшать, республикăшăн кирлĕ çын пулса чылай ырă ĕç тăвать.
Темĕнле йывăр пулсан та пуçне усманнипе, сăпайлă та тÿрĕ кăмăллă пулнипе, хăйĕншĕн мар, халăхшăн тăрăшнипе район çыннисен асĕнче юлнă пĕрремĕш секретарь 2006 çулта 83 çула кайсан пурнăçран уйрăлнă. Вăл район историйĕнче тарăн йĕр хăварнине паян пĕр иккĕленмесĕр çирĕплетме пулать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика