Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Талантлă çамрăксене – Президент стипендийĕ

31 декабря 2011 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн Михаил Игнатьевăн 2011 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн республикăри пĕр пин талантлă çамрăк Президентăн ятран паракан стипендине илме пуçлĕç. Вĕсем хушшинче пирĕн район çамрăкĕсем те пур:

Анастасия Юрьевна Ельмова Мăн Этменти вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренет, Пĕтĕм Раççейри "2011 çулхи чи лайăх вĕренекен" конкурсра финала тухма пултарнă.

Алексей Михайлович Зайцев "Нива" ЯХПК-ра трактористра тăрăшать, хуçалăх аталанăвне пысăк витĕм кÿрет. Кăçал вăл трактористсем хушшинче ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи ятне илнĕ.

Лариса Николаевна Петрова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, унăн сăввисем районта тата республикăра тухса тăракан хаçатсенче пичетленеççĕ.

Регина Витальевна Чишкина И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш Патшалăх педагогика университетĕнче 5-мĕш курсра аван вĕренсе пырать, обществăлла пурнăçра активлăхпа палăрать.

Анна Сергеевна Мареева, Хĕрлĕ Чутайри территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи Çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика