Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула – çĕнĕ çуртра

31 декабря 2011 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения

Районти хуть те мĕнле яла пырса кĕрсен те çакна асăрхама тăрăшатăп: çĕнĕ капмар çуртсем пур-и? Пур пулсан, ку ялта çамрăксем çемье çавăрса, ача-пăчаллă пулса хăйсем çуралнă тăрăхра тĕпленсе пурăнма тăрăшаççĕ.

Ишеккасси ялĕнче те юлашки вăхăтра çĕнĕ çуртсем çĕкленнине сăнама пулать. Çăмăл мар пулин те çамрăксем çурт-йĕр çавăраççĕ. Паллах, патшалăх программисем те çунатлă ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Тавăрса памалла мар субсидие тивĕçнĕ çамрăк çемьесенчен пĕринпе – Маринăпа Николай Семеновсемпе тата вĕсен чун тĕпренчĕкĕпе Дианăпа – паллаштарасшăн паян вулакансене.

2007 çулта çемье çавăрнă хыççăн çамрăк мăшăр ăçта пурăнмалли пирки пуç ватма пуçлать. Пысăк çемьере çуралса ÿснĕ Николай кĕçĕн ывăл пулсан та уйрăлса тухма шутланă, 2008 çулта вĕсем хăйсен урамĕнчех (Маринăпа Коля иккĕшĕ те пĕр ялтах, пĕр урамрах çуралса ÿснĕ) пысăках мар йывăç пÿрт туянса уйрăм пурăнма пуçланă. Ерипен çĕнĕ пÿрт лартас ĕмĕтне пурнăçлама тытăннă. Ирĕн-каçăн тăрăшнипе, тăванĕсемпе тус-юлташĕсем пулăшнипе кĕçех икĕ хутлă пÿрт çĕкленсе ларнă.

Ĕçрен хăраман ăста пулнă, теççĕ. Кил хуçин, Николайăн, алли темĕнле ĕç патне те пырать. Ăна пулăшса, хавхалантарса пыраканĕ – мăшăрĕ Марина. Ялти ача садĕнче поварта тимлекенскер, ĕçрен те çĕнĕ пÿрте хăтлăх кĕртес шухăшпа таврăннă пулĕ. Икĕ çул çурăра кăна пулин те пĕр чарăнми чĕвĕлтетекен Диана та ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хăвăртрах çĕнĕ пысăк çуртра пурăнма ĕмĕтленнĕ.

Халĕ ĕнтĕ çурт çĕклессипе çыхăннă канăçсăр кунсемпе куç хупмасăр ирттернĕ каçсем хыçа юлнă. Çак кунсенче çамрăк çемье çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнине паллă тума чăвашсен йăлипе тăванĕсемпе çывăх çыннисене, кÿршисемпе юлташĕсене кĕрекене пухрĕ, пĕрле ташласа-юрласа савăнчĕ.

Ялта тĕпленсе пурăнма шутланă çамрăк çемьене çутă пуласлăх сунас килет. Йыш хушăнасса кĕтекен маттур мăшăрăн ĕмĕчĕсем пурнăçланса пыччăр, çĕнĕ капмар пÿртре ача-пăчан хаваслă сасси янăрасах тăтăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика