Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать

21 ноября 2011 г.

ÇУРАЛАКАНСЕН йышĕ майĕпен ÿссе пырать. Республикăра çакă 2006 çултанпа палăрать. Танлаштарас пулсан, 2005 çулта республикăри ЗАГС пайĕсенче 13284 ача çуралнине регистрациленĕ пулсан, пĕлтĕр тĕнчене 16354 ача килни паллă. Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Енре 12071 ача çуралнă. 2005 çулпа танлаштарсан, вилекенсен шучĕ чакни те шанăç кÿрет. Сăмахран, 2005 çулта 19741 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, 2010 çулта вилекенсен шучĕ 1508 çын сахалрах пулнă. Пилĕк çул хушшинче вилекенсем 1879 çын таран чакнă (2005-çулта – 6457 çын). Иртнĕ çулхи 9 уйăхпа танлаштарсан, кăçалхи 9 уйăхра вилекенсен шучĕ 1024 çын сахалрах пулнă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатассине çĕр-шыв тата республика шайĕнче ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе йышăнакан программăсем те ырă витĕм кÿреççĕ. Юлашки çулсенче иккĕмĕш тата виççĕмĕш ачасене кун çути парнелекен çемьесен шучĕ ÿссе пыни палăрать. 2005 çулта иккĕ е унран ытларах ачана кун çути парнелекен çемьесем, пĕрремĕш ача çуратакансемпе танлаштарсан, 45 процентран ытла пулман. 2011 çулта вĕсен йышĕ çурринчен иртнĕ. Ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе çĕр-шыв шайĕнче йышăнакан программăсем те лару-тăрăва ырă енне улăштарма май параççĕ. Федерацин 2011-2015 çулсене йышăннă "Пурăнмалли çурт-йĕр" программин "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси) çумпрограмми, Чăваш Республикин "2002-2015 çулсенче çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама патшалăх енчен пулăшасси" программи çамрăк çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ĕçре пысăк пулăшу параççĕ. Федерацин çумпрограммипе усă курса республикăра 2552, республикăн программипе 5819 çамрăк çемье çурт-йĕр ыйтăвĕсене лайăхлатнине палăртма кăмăллă. ĕ е ытларах ача çуратсан амăшĕн капиталĕ тивни, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çĕклеме е хушма хуçалăха аталантарма, дача тума тÿлевсĕр çĕр пайĕсемпе тивĕçтерни те ырă пулăм. 2011 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 232 çемьене çĕр пайĕсемпе тивĕçтерни те ырă пулăм. 2011 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 232 çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Çемьен хăйĕн çурт, эппин çак çуртра çемьен хăйĕн йăлисем аталанаççĕ, пирĕн малашлăх – ачасем çуралаççĕ тата çитĕнеççĕ. Çирĕп çемьере чи кирли – юнашар пурăнакансем сывлăхлă пулни, пĕр-пĕриншĕн тăрăшни, пĕрне-пĕр пулăшса пыни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика