Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Иккěмěш çăкăр» хирте юлмě.

28 сентября 2011 г.

     «Иккěмěш çăкăра» пысăк лаптăксем çинче лартса ỹстернисен шутěнче «Свобода» хуçалăх та. Кашмашсемпе Çатракассисем кăçал 150 гектар çинче çěр улми ỹстерчěç. Паян ăна пуçтарса кěртессипе хуçалăх пěтěм вăйне  мобилизацилет. Уй-хир бригадинче ěçлекенсемпе, механизатор-водительсемпе пěрле ял çыннисене пулăшма килнисем те, хуçалăхăн бухгалтерии ěçченěсем те паян пěр тěллевпе ěçлеççě. Çумăрлă кунсем хушшинчи кашни кěске уяр вăхăтрах вěсем çěр улми пуссинче ирттереççě.                 

      Эпě Вăрăм ěшне уйне çитнě çěре кăнтăр апатне кайнисем таврăнма ěлкěрчěç.

     - Паян (авăн уйăхěн 26-мěшě.-Авт.) кăшт уяртарах та кану вăхăтне чакартăмăр. Йěпе-сапари кашни минут хаклă. Çакăн пек самантсенче çěр улми ытларах кăларас  тесе тимлетпěр,- терěç çěр улми кăларакан «Палессе» комбайна вырăнтан тапратнă май Сергей Харитонов механизаторпа ăна пулăшакан  Максим Максимов.

     Çак вăхăтра Кашмаш каччисемпе пěрле вěсене пулăшма Йỹçкасси ял тăрăхěнчен килнě А.Тимофеевпа И.Никитин механизаторсем те хăйсен комбайнěсене хускатрěç.Çěр улми кăларакан комбайнсем  çинче  вăй хуракан В.Замятинпа В.Иванов , А.Смирновăпа Т.Чабышева  та агрегатсем патнелле утрěç.

      - Эпир ěçлетпěр-ха. Çанталăкě уяр кунсем патăрччě, - терě В.Замятин ěçчен

      Комбайнсем ěçленě çěр улми пуссин тепěр вěçěнче А.Матвеев, М.Димитриев, А.Кобец механизаторсем копалкăсемпе çěр улми кăлараççě. Уй-хир бригадинче  вăй хуракансем тата вěсене пулăшакансем  кăларнă çěр улмие  çийěнчех михěсене тултараççě.

      Кăларнă çěр улмине пусăсене турттарса тăрассипе С.Алжиров, В.Степанов, Е.Якимов, С.Данилов,Н.Давыдов водительсем тимлеççě.

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика