Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕкре - Австри профессорĕ

21 сентября 2011 г.

Вена университечĕн профессорне Андреас Каппелера ытларах Раççей империйĕн наци историне тата Украина историне тĕпченипе лайăх пĕлеççĕ. Вăл вулакан лекцисем çĕр-шывăн тĕрлĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пысăк шайра иртеççĕ. Австри Наукăсен академийĕн академикĕ нумай кĕнеке тата монографи авторĕ. Австри çĕр-шывĕн профессорĕ Чăваш патшалăх университечĕпе тата Кооператив институчĕпе тачă çыхăну тытать. Андреас Каппелер çак кунсенче Елчĕк районĕнче пулнă, тĕп библиотекăра "Австрия - страна альпийских вершин, горных озер, лугов и прохладных лесов..." выставкăпа паллашнă. Унтан Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче экспонатсемпе, чăн чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе кăсăкланнă. Тĕрĕ кружокне ертсе пыракан В.Вастулова парнеленĕ чăваш тĕрриллĕ вымпела профессор хапăл туса йышăннă. Хаклă хăна Патреккелти шкулта та пулнă, çак тăрăхри ал ĕç ăстисемпе паллашнă. З.Блинов, А.Миловидов, Б.Пятаков ăстасем инçетрен килнĕ тĕпчевçĕне хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă. Юлашкинчен Австри ăсчахĕ И.Д.Кузнецов профессорăн тăван ялне çитсе курнă. Кунта хăна Çỹткулти "Шанăç" фольклор ансамблĕ кăтартнă анатри чăвашсен йăли-йĕркине, юрри-ташшине курса тĕлĕннĕ. Австри хăнипе пĕрле района Шупашкарти кооператив институчĕн профессорĕ, истори наукисен докторĕ Леонид Таймасов тата пирĕн ентеш, истори наукисен докторĕ Валентина Соколова профессор та пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Леонард Левый паллă тĕпчевçĕне районпа паллаштарса çỹренĕ май республикăн чи инçетри районĕнче вĕсене хапăл пулнине, Раççейпе Австри çĕр-шывĕсенчи туслăха малалла аталантармаллине, çакăн пек пысăк шайри тĕл пулусем Чăваш Енĕн ученăйĕсемпе ял шкулĕсем хушшинчи çыхăнăва тата çирĕплетессине палăртнă, хăнасене хамăр районпа паллаштаракан кĕнекесене парнеленĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика