Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи ансат çул – пěрле пулăшмалла!

24 августа 2011 г.

   Ялсенчи  социаллă пурнăçа аталантарасси, çынсен пурнăç условийěсене лайăхлатасси Раççей Федерацийěпе Чăваш Республикин ертỹçисен политикин  тěп шăнăрě. Паянхи çамрăксене ялта хăварма тивěçлě тěллевсемпе  кирлě условисем пулмалла. Кунта Чăваш Республикин  Президенчěн сăмахěсене илсе кăтартас килет. «Çыннăмăрсен сывлăхěпе пуласлăхěшěн вăл хăй çуралса  ỹснě вырăнта  тěпленсе пурăнни усăллăрах. Çын ěмěр тăршшěпех  хăйěн тăван çěр-шывěнче акск ỹстернě тата туса илнě продуктсемпе апатлантăр, ачаран хăнăхнă шыва ěçтěр», - тет Михаил Васильевич. Тěрěсех, çиччě виçсе каланă сăмахсем. Вěсене кашниех ăша хывма  тăрăшать, анчах пурнăç суланчăкěсенче çав чăнлăха хăй еккипе янă тěслěхсем те пулаççě-ха. Кун хыççăн вара ыррине кěтме хěнтерех.

    -- Хамăрăн умри çутă тěллевěмěрсене хăй еккипе сулăнчăка кайнисен шутне кěртес марччě. Çавна тума пирěн вăй пур,тăрăшулăх та çитě, терěç Кашмашри пěтěмěшле пěлỹ паракан тěп шкула  унăн паянхи кунěпе интересленсе тата малашлăхěпе кăсăкланса пухăннисем. Вěсен хушшинче  шкул ěçěн ветеранěсемпе кунтан вěренсе пурнăç çулě çине тухнисем, депутатсен районти Пухăвěн депутачě Н.Кожевников, «Свобода» хуçалăх ертỹçи В.Ананьев, ялти активист тата ветеран-педагог Л.Яриков, Çатракасси ял тăрăхěн пуçлăхě Ю.Кожевниковпа  çак тăрăхри культура ěçченěсем  пулчěç.

      Вуншар çул каялла шкулта техслужащи пулса вай хунă, ачасем ăшăра вěренччěр тесе классене кăмака хутса ăшăтнă А.Щукина умра тăракан ыйту çине хурав пани асра юлчě. Пурнăçра хура-шурне сахал мар чăтса ирттерсе пуçтарнă  пуян ăс-хакăллă мăнакка сăмахěсем çапларах пулчěç: «Шкул – ял аталанăвěн тěп алли. Çакна хам ěмěрти  нумай тěслěхсемпе  çирěплетме пултаратăп. Шкул пулсан тата ěçлесен Ялта çамрăксем юлаççех. Кун пек чухне ял малашлăхě пирки шанма пулать. Тăван ялта вулама-шутлама вěреннě ача çěр ěç культурине те ăша хывать, ялăн ыранхи пурнăçě пирки шутлать. Кашмашра та çапла пулнă, пур тата  малашне те çавăн пекех пултăрччě».  

 

 

     Çак сăмахсем çумне ял пурнăçěн ỹкерчěкěсене  илсе кăтартас килет. Юлашки чěрěк ěмěрте çěр çула яхăн каялла мăн асаттесем тунă  йывăç шкуллă ялта вěреннě яшсемпе хěрсем çемьесем çавăрса илемлě пỹртсемлě килти хушма хуçалăхсем   йěркелесе  çěнě виçě урам çěклерěç. Вěсем  ěçлекен «Свобода» хуçалăх тăрăшăлухěпе  яла çут çанталăк газě çитрě, ялăн тěп урамěпе  асфальт çул сарăлса выртрě, çěнě вăхăтри  Культура çурчěпе библиотека ěçлеме пуçларěç. Çěнěлěхсене тата ырă улшăнусене татах та калама пулать, анчах… . Шăпах çак «анчах» канăç памасть паян Кашмашсене.

    Тěл пулăва  пěтěмěшле пěлỹ паракан тěп шкул директорě Г.Ершова уçрě. Вăл ертсе пынипех паян шкулта ěçлекенсемпе пухăннисем шкулăн тăватă çуртра вырнаçнă класěсемпеЮ производство пỹлěсемпе иртрěç.

    - 1986 çултанпа ялта 83 кил хуçалăхран  3 çěнě урам йěркеленни тата Çатракасси ял тăрăхěн генераллă планěпе пăхнă 2 урам Яриков ячěпе  хисепленекен урвм вěçěнче 110 ача вырнаçмалăх çěнě шкул тумах ыйтать. Çак ěç çине эпир паян алă сулсан пулас ăрусем пире мухтамěç,- терě аса илỹсем хыççăн  шывланнă куçěсене шăлса ěç ветеранě Магдалина Толикина.

     Халě калани çумне çакна хушмалла.Çěнě шкул ыйтăвне Кашмашри вěрентекенсем пěрремěш çул мар малти выранта тытаççě. Ашшě-амăшěсем ыйтнипех шкул коллективě çěнě строительство ыйтăвěсемпе 2004 çулта пăр тапратнă. Шкулăн пулас вырăнне палăртнă, унти çěр пахалăхне лабораторире тěрěсленě. Умра паян тăракан тěп задача – проект хатěрлесси. Районпа республика пулăшăвě çине çеç шанса лармасăр Кашмашсем çак ěçе нимелле пуçарса яма тěв турěç, расчет счечě уçма шутларěç.

     - Халăхăмăр каларăшěпе пăхсан ачи макăрмасăр амăшě кăкăр памасть. Пире район та, республика та пăрахмасса шанатпăр.Анчах умра тăракан пысăк ěçе хамăрăнах пуçăнмалла. Çакăнта пире Ялта пурăнакансем те, тăван шкултан вěренсе тухса пурнăç çỹлě çинче вырăÇакăнта пире Ялта пурăнакансем те, тăван шкултан вěренсе тухса пурнăç çỹлě çинче вырăн тупнисем те, ырă кăмăллă ытти çынсем те пулăшасса шанатпăр, - терě Галина Павловна шкул çěнě вěренỹ çулне епле хатěрленни пирки каласа парсан районти депутатсен Пуховěн депутачě Н.Кожевников.

     Сăмах май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечěн председателě  О.Макаров ертсе пыракан ěç ушкăнě (унта Чăваш Республикипе ěçлекен Роспотребнадзор Управленийěн ертỹçи Н.Луговская, ЧР патшалăх пушар надзорěн тěп инспекторě Н.Петров, ЧР вěрентỹ тата çамрăксен политикин министрě В.Иванов, район администрацийěн пуçлăхě Ю.Иванов, район администрацийěн вěрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайěн ертỹçи З.Дипломатова кěчěç) нумаях пулмасть Кашмашсем пуçарнă ыйтупа вырăна тухса паллашрěç.Çакăн хыççăÇакăн хыççă шкул çумěнче йěркеленě ěç ушкăнě Чăваш Республикин Вěрентỹ тата çамрăксен политикин министерствине кайса килнě.

      - Шкул ыйтăвě Кашмашсемпе Хуракасси выççăлккисемшěн тěп вырăнта. Сывăх вăхăтрах 3 ачаллă çамрăк çемьесене кил хуçалăхсем çавăрма çěрсем пама пуслатпăр. Ку вăл ял аталаннине, пирěн тăрăхра демографии Лару-тăрăвě ырă еннелле утăмланине çирěплетет. Ку çул пурăна киле шкул ыйтăвěпе тỹррěменех çыхăнě, - пěлтерчě пухăннисене çатракасси ял тăрăхěн пуçлăхě Ю.Кожевников.

      Çамрăксем тăван хуçалăхăн тěп тěрекě пулнине çавра сěтел хушшинчи калаçăва хутшăннă В.Ананьев та çирěплетрě:

     - Хуçалăх производствинче ашшě-амăшěсен ěçěсене династии йěркипе малалла тăсакан çамрăксем нумай пулни пире ỹсěм çулěпе уттарать, çěнě тěллевсем çěнме пулăшать. ШКул пěтерекенсен ěç вырăнě пирки пуç ватма та кирлě мар. Çакна шута илсен Кашмашра çěнě шкул çурчě кирлех, - терě «Свобода» хуçалăх ертỹçи Владислав Кириллович.

        Туса ирттернě ěçсем тěрěс пулнине палăртса пухăннисем малтанхи вăхăтри укçа-тенкě ыйтăвне тарăн ещěке хăвариччен нимелле ěçлессине мала кăларасси пирки калаçса татăлчěç, йышăну турěç.

    Хушса калани. 2011-2012 вěренỹ çулне хатěрленсе шкул дирекцийě учительсем тимленипе 192288,20 тенкě, ятарлă счет çинчен 125342,80 тенкě тăкакланă. Огнетушительсене тěрěсленě тата çěнěрен зарядланă, сигнализацисене тěрěслев витěр кăларнă. Паян шкул çěнě вěренỹ çулне тěпрен илсен хатěр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика