Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне туллин хакларěç

17 сентября 2011 г.

        Авăн уйăхěн 9-мěшěнче Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе выльăхсен ăратлăхěпе ěçлекен «Чувашское» уçă акционерлă общество ăратлă выльăхсемпе ěçлекен Карачурари пěрлешỹре ăратлă выльăхсен куране ирттерчěç. Унта активлă хутшăнса Муркашсен делегацийě 19 медаль çěнсе илме пултарчě. Çатракасси ял тăрăхне кěрекен Ятманта пурăнакан Татьяна Викторовна Малова курав вěçěнче çěУнта активлă хутшăнса Муркашсен делегацийě 19 медаль çěнсе илме пултарчě. Çатракасси ял тăрăхне кěрекен Ятманта пурăнакан Татьяна Викторовна Малова курав вěçěнче çěнтерỹçěсене чысланă вăхăтра сцена çине ултă хутчен тухрě: тăваттăшěнче ылтăн медальшăн, иккěшěнче – кěмěлшěн.

      - Паянхи йывăр вăхăтра та пěрлешỹллě хуçалăхсемпе пěрлех килти хушма хуçалăха аталантаракансем те ăратлăхпа ěçлес çула суйлани савăнтарать. Ăратлăхпа ěçлеме тăрăшнине ырлатăп кăна.Эпир çакна тума пултарни ял çыннисем ырă малашлăха шанса пурăнни  пирки калать, -терě 1-мěш вырăна тухнă илемлě кролика алăран вěçертмесěр Т.Малова.

      Ăратлă пěрлешěвěн территорийěнчи тирпейлě вырăнта йěркеленě  пěчěк пỹлěмсенче-картасенче вырăн тупнă ăратлă ěнесем, тынашкасем, лашасем, понисем, сысна амисемпе çурисем, канлě выртакан сысна аçисем, сурăхсемпе качакасем, пыл хурчěсемпе хурсем, фазансемпе кăрккасем хушшинче Татьяна Викторовнăн килти хушма хуçалăхěнчи илемлě кроликěсем, цесарккисем, мускус кăвакалěсемпе декоративлă чăххисем, путенесем иртен-çỹренсене кашниех хăйсен тěлěнче   тытса чарчěç. Вěсен хуçи вара пур ăратă пирки те каласа тата вěсенчен мěнле, мěн чухлě продукци туса илме май пуррине, аталану çулěсене шăкăл-шăкăл калаçса ăнлантарса пачě, хăйěнпе çыхăну тытма йыхравларě.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика