Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Вурнарский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕрлĕх чакать

20 августа 2011 г.

Республикăн ĕçлев рынокĕнче пĕрремĕш çур çулта ырă улшăнусене палăртнă. Çакă экономикăри лару-тăру лайăхланнипе, халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем Правительство халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшмашкăн йышăннă тĕллевлĕ программăсене пурнăçланипе çыхăннă.

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тулли мар ĕç кунĕпе ĕçлекенсен йышĕ 2688 çын пулнă. 2010 çул вĕçне панă кăтартусемпе танлаштарсан тулли мар кун ĕçленин калăпăшĕ 5 хут чакнă /иртнĕ çулхи раштавăн 29-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту 14400 çын пулнă/.

Республика экономикин ытларах отраслĕнче ĕç вăйĕ нумайрах кирли палăрнă. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен вакансисен банкне ĕç паракансем 46 пин ытла пушă ĕç вырăнĕсем çинчен пĕлтернисем пынă. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 11,5 процент нумайрах.

Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăн ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсене ĕçпе тивĕçтермешкĕн пулăшма ыйтса республикăра пурăнакан 32,2 пин çын пынă. Вĕсен хушшинче - организацисенчи хăйсен ирĕкĕпе тата енсем килĕшнипе ĕçрен кайнă çынсем, çавăн пекех 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çамрăксем, вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме кăмăл тунисем. Ĕçре пысăк /çулталăк ытла/ тăхтав тунисем те йышлă.

Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби тата республикăри хула-районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тĕллевлĕ икĕ - халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн пулăшмалли тата Чăваш Республикин ĕçлев рынокĕнче çивĕч лару-тăрăва чакармалли - программине пурнăçлаççĕ. Ку тĕлĕшпе 769 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Ведомствăн тĕллевлĕ программин ĕçĕсене иртнĕ 6 уйăхра палăртнинчен çурри ытла хутшăннă. Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем тăрăшнипе яланхи тата вăхăтлăх ĕçе 21,5 пин çынна /çулталăкри планăн 54 проценчĕ ытла/ вырнаçтарнă. Ведомствăн тĕллевлĕ программине пурнăçлама çулталăкăн I çурринче çулталăкра уйăракан укçа калăпăшĕн 51 процентне тăкакланă.

Тĕллевлĕ программăн ĕçлев рынокĕнчи çивĕч лару-тăрăва чакармалли мероприятийĕсене çулталăкăн I çурринче 7300 çын ытла /программăпа пăхнă йышран 70 процент ытла/ хутшăннă, 120,7 млн тенкĕпе /уйăракан укçа калăпăшĕн 50,7 проценчĕпе/ усă курнă.

Тĕллевлĕ икĕ программа ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва лайăх витĕм кÿни çинчен çак кăтартусем калаççĕ: утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче ĕçсĕр 10737 çынна шута илнĕ, çакă кăрлачăн 1-мĕшĕнчи кăтартусемпе танлаштарсан 3,7 пин çын сахалрах. Çак тапхăрта вăй питти халăх тĕлĕшпе регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,1 процентран 1,6 процента çити чакнă /Раççейре çак вăхăт тĕлне - 1,9 процент, федерацин Атăлçи округĕнче - 1,5 процент/. Ĕçлев рынокĕнче çурла уйăхĕнче те лайăх палăрăмсем сыхланса юлнă. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх - çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче шута илнисен йышĕ 9919 çынна çити чакнă, вăй питти халăх тĕлĕшпе регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,5 процент пулнă, федерацин Атăлçи округĕн вăтам кăтартăвне çитнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429220 Чувашская Республика п.Вурнары ул. Советская д. 18. Официальный сайт: http://vurslzn.cap.ru
Телефон: (83537) 2-58-42
Факс: (83537) 2-58-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика