Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă коллективра ĕç те кал-кал пырать

06 августа 2011 г.

«Искра» колхоз ĕçченĕсем паянхи куна 585 тонна утă, 1350 тонна сенаж хатĕрленĕ. Эпир хире пынă чухне Александр Зайцев председатель Сергей Белков комбайнерпа калаçатчĕ. «Опытлă специалист. Çулла — комбайнпа, вырма ĕçĕ пĕтсен вара хурт-хăмăрçăра тăрăшать»,— терĕ председатель ун пирки.

«Хурçă караппа» Сергей Мартынов та ĕçлет. Ăна çак ĕçре унăн ывăлĕ Артем пулăшать. «Кăçал пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытрăм. Нумаях пулмасть пирĕн киле савăнăçлă хыпар çитрĕ: эпĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ пулса тăтăм. Хулара укçа-тенкĕ ялтинчен ытларах кирлĕ паллах. Атте-аннене пулăшас тесе комбайнер пулăшаканĕнче ĕçлетĕп. Ытти çулсенче те каникулта вырмара пулма ĕмĕт пур»,— тет Артем, комбайн çине йăпăр-япăр хăпарса кайса.

Кăçал «Искра» колхоз ĕçченĕсем 10 гектар вика, 22 гектар сĕлĕ, 180 гектар урпа, 200 гектар çурхи тулă, 28 гектар кĕрхи тулă, 96 гектар ыраш акса хăварнă. Вĕсем вырма ĕçне пирвай тухса 60 гектар урпа, 20 гектар кĕрхи тулă вырса-çапса кĕртнĕ.

Уйра Александр Зайцев трактористпа курса калаçрăм. Вăл МТЗ-82 тракторпа улăм тюклатчĕ.

«Электротехника техникумĕнче вĕренетĕп. Алла диплом илсен хуçалăха килсе электрикре ĕçлес кăмăл пур»,— терĕ председатель ывăлĕ.

Вырма тапхăрĕнче ĕçченсене кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Йĕтем çинче те хĕрÿ ĕç пырать. «Унта Галина Дьяконова, Тамара Квасова, Елена Макарова, Елена Чемешева, Елена Русакова ĕçлеççĕ. Галина Николаевна, тивĕçлĕ канура пулсан та, килте алă усса лармасть, ыттисемпе пĕр танах ĕçлет. Çак хĕрарăмсем çинче пирĕн колхоз тытăнса тăрать. Нимле ĕçрен те айккине юлмаççĕ»,— терĕ Александр Николаевич вĕсем çинчен. Кунта ĕçлекенсен тĕллевĕ пĕрре — вырмана хăвăртрах пĕтерсе кĕрхи ĕçсене пикенесси.

Туслă коллективра ĕç те кал-кал пырать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика