Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманчăсем тухăçпа кăмăллă

27 июля 2011 г.

Хире тухсан кăçал савăнмалăх пур: куç ытарайми тыр-пул хумханать. Кĕрхисем пиçсе çитнĕрен комбайнсен сассисем те илтĕнме тытăнчĕç, апла пулсан часах çĕнĕ çăкăр та çийĕпĕр. Ленин ячĕллĕ агрофирмăра кăçал та тĕш тырă ăнса пулнă, пĕлтĕр кĕркунне акса хăварнă пĕрчĕллĕ культурăсене те пуçтарса кĕртме тытăннă. Хальхи вăхăтра виçĕ комбайн “Чишма” хуçалăхăн арендăна илнĕ çĕрĕнче “Мироновская – 808” тулла выраççĕ. Маларах вара вĕсем урпа уйĕнче ĕçленĕ. Эпир пынă чухне комбайнерсемпе водительсем шăпах кăнтăрлахи апата чарăннăччĕ. Тыр-пул пуçтарса илекенсене поварсем хире тухсах кунне икĕ хутчен çитереççĕ. “Уй-хир карапĕсен” штурвалĕ умĕнче пĕлтĕрхи кадрсемех пĕрле ĕçлеççĕ: А.Французовпа Н.Генералов, Н.Пахомовпа А.Волков, А.Егоровпа Н.Осипов. Опычĕсем пысăкран паккус хыççăн паккус хыçа хăвараççĕ. В.Карсаковпа Г.Артемьев комбайнсем хыççăнах улăма тюкласа пыраççĕ. Г.Еремеев – “КамАЗ”, Н.Степанов “ЗиЛ” автомашинăсемпе тырра йĕтем çине турттараççĕ. Çĕнĕ тухăçăн пĕрремĕш ушкăнне тасатса пĕтерсе армана леçме те ĕлкĕрнĕ.

– Кăçал тухăç савăнтарать. Урпа гектартан 40 центнера яхăн тухрĕ. Тулă та гектартан 35 центнертан кая мар пулать пуль-ха, – тет Ленин ячĕллĕ агрофирмăн тĕп агрономĕ Г.Киргизов.

Яваплă тапхăра валли çунтармалли-сĕрмелли материал хальлĕхе çителĕклĕ, комбайнсене те тĕплĕн юсанă. Вырмана кĕске вăхăтра вĕçлеме пур услови те пуррине пĕлтерчĕ Б.Французов тĕп инженер.

 


Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика