Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутейри туслă çемьере

08 июля 2011 г.

Пĕр-пĕрне юратакан, шанакан чĕресем пĕрлешсе пĕр чăмăр пулаççĕ, çемье çавăраççĕ. Çакăнтан кил-йыш, тăван кĕтес, çĕр-шыв илемленсе, пуянланса пырать. Чутейри Владимир Ивановичпа Людмила Алексеевна Михайловсен çемйи çакă çутă тĕнчен пĕр пĕчĕк пайĕ.

Паллах, çемье телейĕпе тăнăçлăхĕ кил пуçĕнчен нумай килет. Республикăри хĕрарăмсен совечĕ ирттернĕ “Эпĕ – ашшĕ” конкурс вăхăтĕнче çывăхрах паллашнăччĕ В.Михайловпа.

Чутейри вăтам шкулта 8 класс пĕтерсен Етĕрнери профтехучилищĕре вĕренме пуçланă каччă. Унта тракторист, водитель профессине илсе “Кубнинский” хуçалăхра механизаторта ĕçлеме тытăннă. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăнсан Владимир тăван колхозра тĕрлĕ техникăпа ĕçленĕ. 1991 çултанпа çăмăл машинăпа пуçлăхсене турттарать вăл. Унсăр пуçне кĕрлĕ-çурлă вăхăтра тракторпа та, комбайнпа ĕçлеме ÿркенсе тăмасть. Çак кунсенче выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăннă иккен. Фермăра та чылай вăй хурать вăл. “Хуçалăх ĕçĕшĕн чунне пама хатĕр”, – тесе ахальтен каламасть пулĕ мăшăрĕ те.

Çирĕм икĕ çул каялла, 1989 çулхи утă уйăхĕнче, мăшăрланнă вĕсем Патăрьел районĕнчи Сăкăт хĕрĕпе. Людмила Алексеевна ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.

Шкул директорĕ Н.В.Большов Михайловсен çемйипе интересленсен çапла пĕлтерчĕ: “Çемье тилхепи шанчăклă, çирĕп алăра. Владимир Иванович – килшĕн тăрăшакан арçын. Туслă пурăнаççĕ вĕсем. Ачисем лайăх вĕренеççĕ. Ĕçтешĕсем те, ял-йышра та хисеплеççĕ ырă кăмăллă та маттур вĕрентекене. Л.Михайлова ертсе пыракан “Ешĕл хунав” кружока ачасем тулли кăмăлпа çÿреççĕ. Хăйсен хайлавĕсене “Ял ĕçченĕ”, республикăри хаçатсенче пичетлеççĕ”.

Людмила Алексеевнапа Владимир Иванович пилĕк ача, икĕ ывăл та виçĕ хĕр, çитĕнтереççĕ. Асли, Саша, кооператив институтĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, юрист пулма ĕмĕтленет. Хĕрĕ, Татьяна, фармацевт профессине алла илесшĕн. Хусанти медицина колледжĕн 2 курс студенчĕ вăл. Маша 7-мĕш класа куçнă, Алеша вара кăçал пĕрремĕшне каять. Кĕçĕн хĕр пĕрчийĕ Лена пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче 5 çул тултарнă.

85 çулхи Мария Егоровна ывăлĕн çемйинче ăш пиллĕхпе хÿтлĕхе туять. Кинĕпе сăмах çыпăçать вĕсен.

“Ватă çынра – ăс, çамрăкра – вăй”, тесе ахальтен каламан халăхра. Асламăшĕ мăнукĕсене пурнăçра ырă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентет. Тавах ăна ачасене пăхса ÿстерме пулăшнăшăн. Çамрăкранах ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскер, халĕ те ахаль ларасшăн мар, кунĕпех кил хуçалăхра кăштăртатать”, – тет кинĕ кăмăллăн.

Михайловсен ачисем мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ ĕç тума, ăна тĕплĕ пурнăçлама вĕренсе пыраççĕ. Утă кĕртмелле, выльăх-чĕрлĕхе апатламалла, юр е тислĕк хырмалла, кăмпа-çырла пуçтармалла – яланах пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ. Шыва кĕме те туслă йышпа каяççĕ. Спортпа та туслă вĕсен çемйи. Ку енĕпе ачисем ашшĕнчен тĕслĕх илеççĕ пулĕ. Вăл яш чухне те, халĕ те чупассипе те, çÿллĕшне сикессипе те, кире пуканĕ йăтассипе те хаклă парнесене тивĕçнĕ.

“Çăмăл-и пилĕк ача ашшĕне“ – ыйтатăп Владимир Ивановичран.

“Çăмăл мар иккен ашшĕ пулма. Çемьере килĕшÿ хуçалансан вара кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерсе пыма пулать. Хулара вĕренекенсене укçа-тенкĕпе тивĕçтермелле, пысăк йыш валли апат-çимĕç хатĕрлемелле... Ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть, ÿркенсе çеç лармалла мар. Мăшăрăмпа иксĕмĕрĕн пурнăçри тĕп тĕллев – ачасене тĕрĕс воспитани парса Тăван çĕр-шыва юрăхлă çынсем тăвасси”, – хуравларĕ вăл.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика