Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 1950 çулта кăна яла таврăннă

14 мая 2011 г.

    Вячеслав Иванович Иванов 1926 çулхи çу уйăхěн 14-мěшěнче ун чухне Мăн Тутаркасси районне кěрекен Кашмаш ялěнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 9 çулта чухне ашшě-ăмăшěсěр тăрса юлнă. 16 çула çитиччен пěрлешỹллě хуçалăхра ытти колхозниксемпе пěрле лашапа суха тунă, тырă акнă, кěркунне вара ăна пухса кěртес ěçсене хутшăннă. Пěр сăмахпа ачалăх çулěсем ытти ачасенчен нимěнпех те уйрăлса тăман.

     Фашистла Германипе  вăрçă пуçлансан 16 çул та тултарманскере Хěрлě Çар ретне  илнě, ялтан Тăван çěр-шыва хỹтěлеме тухса кайнă.

     --Инçет хěвел тухăçне лекрěм. Маньчжурие Япони самурайěсенчен ирěке кăларассишěн пынă хаяр çапăçусене тỹррěмěнех хутшăнма тиврě,- каласа парать ветеран.—Хамăра шанса панă танкпа Совет Союзěн чиккинчен тытăнса  Япони тинěсě таранах çитрěмěр. Тěрлě наградăсем те çук мар.

  Хаяр вăрçă чарăннă хыççăн та тỹрех киле таврăнайман вăл. 1950 çулта тăван яла килсен техника енне туртăнаканскер механика вěренсе тухать.

  -Мана пěрлешỹллě хуçалăхăн юлса пыракан трактор бригадине ертсе пыма шанчěç.Çапла вара «Свобода» хуçалăхăн трактор бригадине 34 çул ертсе пытăм,-аса илет халě ветеран.

   Чăннипех чуне парса пуçăнать вăл шанса панă ěçе. Техникăна, кăкарса ěçлемелли агрегатсене вăхăтра юсассине, ответлă тапхăр валли йěркеллě хатěрлесе çитерессине пысăк тимлěх уйăрать. Кашни механизатор, водитель, машинăпа трактор паркěнчи ытти ěçчен чунě патне «çул тупма» пěлни те пысăк пěлтерěшлě пулнине аван ăнланать.

   Çапла ěçлесе пырсан ỹсěмěсем  те пулаççех. Кěске вăхăт хушшинчех ăнланса ěçлекен, умри йăвăрлăхсене татса пама пултаракан çирěп коллектив чăмăртама пултарать вăл. Пěрлешỹллě хуçалăх  ял хуçалăх культурисене  çав çулснче ытларах туса илме тытăннинче Вячеслав Ивановичăн тỹпи те пěчěк темелле мар.

    --Кěркунне тырă нумай хунипе ун чухне тырă склачěсен  урайěсем авăнса ларатчěç,- каласа парать вăл. –Хуçалăхра чунěсене парса ěçлекен колхозниксен, механизаторсен çемйисем ěç укçисěр пуçне натура шучěпе çуллен 6-шар е 7-шер тонна таран  тырă илме пултарнă. Ăна астăвакансем халě те сахал мар. Пирěн опытпа паллашма районти хуçалăхсенчен кăна мар, республикăран е ытти çěртен те килсе çỹретчěç.

      Пултаруллă ěçчен, хисепе тивěçлě ветеран хăйěн ěç ěмěрěнче  райěçтăвкомăн, парти райкомěн, «Свобода пěрлешỹллě хуçалăхăн тěрлěрен Хисеп грамотисемпе Тав хучěсене, дипломěсемпе  парнисене сахал мар тивěçнě. Пурне те вěсене  вăл çемье архивěнче  типтерлěн усрать.

    - Район хаçачěпе те çирěп çыхăну тытать ветеран. Унăн ял хуçалăх культурисене акса-лартса тăвассипе, ěçсен пахалăхне ỹстерессипе, çухатусене чакарассипе çыхăннă, иртнě хаяр вăрçă çулěсем пирки каласа паракан статйисемпе вулакансем интересленсе паллашаççě.

     Ултă ача – виçě ывăлпа виçě хěр пăхса ỹстерсе ура çине тăратнă вěсем мăшăрěпе. Вěсен пурин те халě хăйсен çемйисем, тěрлě çěрте ěçлеççě. Ветеран вара кěçěн ывăлěн çемйипе пурăнать, мăнукěсене пăхса савăнать. Апла пулин те обществăлла ěçсенчен пăрăнмасть. Вăл хуçалăхри вăрçăпа ěç ветеранěсен  тата старейшинăсен канашěсене те ертсе пырать.

      Майăн 14-мěшěнче ветеран хăйěн 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Малашне те ăна телей, ырлăх-сывлăх, çурхи хавас кăмăл сунас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика