Чебоксарский международный кинофестиваль 2011ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алексей Арсентьев: «Эпĕ «Нарспи» фильм ÿкересшĕн»

04 мая 2011 г.

Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль кăçал ытти çултинчен кĕскерех пулчĕ. Вăл ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ. Алăк умне хĕрлĕ кавир сарнă пулсан та «çăлтăрсем» ун тăрăх унчченхи пек капăр çи-пуçне ялкăштарса, аллипе куравçăсене саламласа мар, ахалех, вĕсем те, кусем те харăсах кĕчĕç.

 

Çĕнтерÿçĕсем

Фестиваль валли вăхăт сахал уйăрнă терĕм-ха, анчах та мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçланă. Конкурса тăратнă 12 илемлĕ фильма жюри членĕсем виçĕ кунра пăхса тухнă. Вĕсем çеç мар, Шупашкар çыннисем те хастар çÿренĕ унта. Çакă, паллах, хăнасене тĕлĕнтернĕ çеç мар, савăнтарнă та. Унсăр пуçне тата темиçе проект - «Фестивальсен фестивалĕ», «Космоспа çыхăннă документлă фильмсем», «Дмитрий Астрахан фильмĕсен каçĕ» тата ыттисем те /йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх 50 ытла мероприяти/ - иртнĕ. Вĕсемпе 20 пине яхăн çын паллашнă.

Кинофестиваль вĕçленнипе çыхăннă мероприятие ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе хутшăнчĕç. Михаил Васильевич фестиваль йĕркелÿçисене Шупашкар çыннисене кино тĕнчипе çывăхлатма пулăшнăшăн ăшшăн тав турĕ, хăйĕнчен ятарлă парне пуррине пĕлтерчĕ. Çак парнене - «Чувашия» санаторие канма каймалли путевкăна - «Овсянки» илемлĕ фильмра вылянă Игорь Сергеев актер тивĕçрĕ.

«Куракансем килĕштернĕ фильм» ята «Башкортостан» киностуди /режиссерĕ Айсыуак Юмагулов/ ÿкернĕ «Ловец ветра» кинолентăна пачĕç.

Тĕп жюрипе пĕрлех пресса жюрийĕ те ĕçлерĕ. Вăл хăйĕн парнине «Арт-Питер» кинокомпани /режиссерĕ Игорь Копылов/ ÿкернĕ «Не скажу» драма тивĕçлĕ тесе йышăнчĕ. Сцена çине илĕртÿллĕ Лиза Боярская актриса тата Михаил Васильев продюсер хăпарчĕç. Зала çак самантра «чун кĕчĕ» тейĕн: пурте хÿхĕм те чаплă çи-пуç тăхăннă пике çине тишкерÿллĕн пăхрĕç. Вăл вара кун пеккине хăнăхнă пулĕ, хăйне лăпкă тытрĕ, Шупашкар килĕшнине тата кунта тата та килес кăмăл пуррине пĕлтерчĕ.

«Иккĕмĕш планри роль» ята Сергей Безруков /«Смерть в пенсне, или наш Чехов»/ тивĕçрĕ. Шел, асăннă чаплă актер Шупашкара килмен. «Анне» статуэткăна фестивалĕн пултарулăх ертÿçи Сергей Лаврентьев çитерĕ.

«Чи лайăх сценари» номинаципе «Гастарбайтер» /режиссерĕ, сценари авторĕ Юсуп Разыков/ çĕнтерчĕ. «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» ята Фирдаус Ахтямова /«Бибинур»/ тивĕçрĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» енĕпе Хейкки Ноусиайнен /«Письма отцу Якобу», Финлянди/ палăрчĕ. Парнепе «Анне» статуэткăна илме сцена çине Финляндин Раççейри посольствин культурăпа информаци пайĕн ĕçченĕ Алла Богомолова хăпарчĕ. Пĕр хут çеç мар, вăлах çурçĕрти кÿршĕсем патне «Чи лайăх оператор» ята тивĕçнĕ Туомо Хутри /«Письма отцу Якобу»/, «Илемлĕ фильмăн чи лайăх режиссури» номинаципе çĕнтернĕ Доме Карукоски /«Запретный плод» Финлянди/ тата Гран-прие тивĕçнĕ «Письма отцу Якобу» /режиссерĕ Клаус Хярă/ парнисене, «Анне» статуэткăсене çитерĕ.

Хăнасемпе куравçăсене Августа Уляндина ертсе пыракан «Чăваш ен» ушкăн, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ, «Çавал» фольклор коллективĕ, ыттисем чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

 

Сĕнÿсем, шухăшсем

Кинофестиваль кунĕсенче пресс-конференцисем, мастер-классем иртрĕç. Унта режиссерсем, тĕп рольсене вылянă актерсем, жюри членĕсем, ыттисем те хутшăнчĕç. Вĕсен шухăшĕсене вулавçăсем патне çитерес тетпĕр.

Светлана ПРОСКУРИНА, кинофестивалĕн жюри председателĕ, кинорежиссер:

- Конкурса тăратнă ĕçсем тĕрлĕрен. Хăшĕсем Венецири, Каннри фестивальсене илемлетме пултарĕç.

Шупашкар питĕ килĕшрĕ: таса, кăмăллă хула. Вăл «Письма отцу Якобу» фильмпа, ман шухăшăмпа, пĕр шайлашура, виçере тăнăн туйăнать.

Ирина РУБАНОВА, жюри членĕ, кинокритик:

- Фестиваль ăнăçлă иртрĕ. Тĕп пĕлтерĕшне çакăнта куратăп: залсем пушă пулмарĕç. Ирхи, кăнтăрлахи сеанссенче те халăх йышли тĕлĕнтерчĕ. Апла, çынсем киноран писмен-ха. Сеанссем тÿлевсĕр пулнăран çеç мар, Мускавра ун йышшисенче те куравçă сахал.

Хамăрăн тата чикĕ леш енчи кăларнă йĕркеллĕ фильмсене çакăн пек майпа - кинофестивальсем ирттерсе - халăх патне çитерме пулать.

Лиза БОЯРСКАЯ, кино тата театр актриси, «Не скажу» фильмри тĕп сăнар:

- «Не скажу» кинолента - юрату çинчен. Юратăва сыхласа хăварас тĕлĕшпе пире тимлĕ пулма чĕнекен, асăрхаттаракан ĕç. Кинори, çавăн пекех театрти сăнарсем, пурнăçра эпĕ вĕсем пек пулма тăрăшмасан та, витĕм кÿреççех. Кăмăла çирĕплетме, пултарулăха, тавра курăма ÿстерме пулăшаççĕ.

Эпĕ историпе çыхăннă фильмсенче ÿкерĕнме кăмăллатăп. Унти сăнарсемпе ĕçлеме кăсăклă. Атте - манăн критик. Кухньăра чей ĕçнĕ чух профессипе çыхăннă ĕçсене «шĕкĕлчетпĕр». Манăн рольсенчи хăйне килĕшмен самантсене асăрхаттарать.

Алексей АРСЕНТЬЕВ, «Волчок» фильм операторĕ, «Ника» преми лауреачĕ:

- Эпĕ 1979 çулта Шупашкарта çуралнă, 39-мĕш шкулта вĕреннĕ. Аслă классенче чухне сăн ÿкерчĕксем тума ачасен пултарулăх çуртне çÿреттĕм. Ку енĕпе аслă пĕлÿ илес тени ВГИКа çитерчĕ.

Тĕп ĕçсенчен пĕри - «Волчок» илемлĕ фильм. Пĕлтĕр «Дастиш Фантастиш» ÿкернĕ.

Шупашкарта анне пурăнать. Час-часах мар пулсан та тăван хулана килсе çÿретĕп. Ютра та ентешсемпе çыхăну йĕркелеме тăрăшатăп. Александр Хван режиссерпа паллашрăм, пĕрле «Гараж» фильм ÿкертĕмĕр. Шупашкарта «Нарспи» кинолента ÿкерме ĕмĕтленетĕп. «Нарспи» мюзикла тĕпе хурса çак ĕçе пурнăçлама май пур. Паллах, уншăн явапли, укçа-тенкĕпе тивĕçтерекенни кирлĕ.

Фирдаус АХТЯМОВА, «Бибинур» фильмри тĕп сăнара калăплаканĕ:

- Эпĕ киноактриса мар, ку ĕç - асăннă тытăмри пĕрремĕш роль. Хамăн кун-çулăма Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх драма театрĕпе çыхăнтарнă. Кино - пачах урăх жанр. Унăн лайăх тата, ман шухăшпа, япăх енĕсем те пур. Лайăххи - ку искусствăпа пысăк аудитори паллашма пултарни. Çапах та театрта актерсем куравçăпа чĕрĕ çыхăнура тăраççĕ. Зал сывлани, вăл сан сăмахна мĕнле йышăнни сцена çине калама пĕлмелле мар майпа пырса çитет. Çак туйăмшăн ĕçлетпĕр те.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика