Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентме те, ал ĕç тума та ăста

23 апреля 2011 г.

Иртнĕ эрнере, Раççей Космонавтикин кунĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнче республикăри çамрăк космонавтсен отрячĕсен "Пире космос инçĕшĕ чĕнет!" слечĕ пулнă. Унта районти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн çамрăк космонавчĕсем те, С.Н.Марков ертсе пынипе, хутшăннă.

Районта пултаруллă, хăйсен ĕçне чунпа парăннă вĕрентекенсем нумай. Вĕсенчен пĕри – Хусанушкăньпе Çĕн Атикасси, Мăн Этмен шкулĕсенче технологипе рисовани предмечĕсене вĕрентекен Сергей Николаевич Марков. Пĕрремĕш категориллĕ учитель, вăл 20 çул хушши вĕрентекен ĕçне кăмăлтан юратса пурнăçлать, ачасене çирĕп пĕлÿ парас, ал ĕçне хăнăхтарас тесе чунтан тăрăшать. Уроксене яланах интереслĕ те творчествăллă ирттерет. 2003 çултанпа вăл Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче техника моделированийĕн пĕрлешĕвне ертсе пырать. Вăл тăрăшнипех ĕнтĕ районти çамрăк космонавтсем çултан-çул республикăри конкурссемпе слетсене хутшăнаççĕ, хăйсем ăсталанă авиамодельсемпе ыттисене паллаштараççĕ. Акă кăçалхи слетра пултаруллă та маттур отрядсене чысланă. Республикăра иртнĕ тĕрлĕ конкурссен пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн Володя Алежейкин "Шыравçă" значока, Настя Маркова, Олег Тверсков, Евгений Долгов, Максим Смирнов вара "Маçтăр" значока тивĕçнĕ. Çавăн пекех "Çăлтăрсем патне хывнă çул" курава хăйĕн космос карапĕн макетне тăратса О. Тверсков иккĕмĕш вырăна тухнă. Маттур ачасен çитĕнĕвĕсенче Сергей Николаевичăн тÿпи пысăк.

Çăлтăрсемпе, тĕнче уçлăхĕпе кăсăкланасси ăçтан пуçланнă-ха ял учителĕн; "Космоспа интересленесси манăн мăшăрăм Андриян Николаев çуралнă ялтан пулнипе çыхăннă пулĕ",– тет Сергей Николаевич.

Ăста педагог пулнипе пĕрлех Сергей Николаевич çемье пуçĕ те. Мăшăрĕ, Ираида Вячеславовна, Хусанушкăнь шкулĕнче химипе биологи предмечĕсене вĕрентет. Малиновка каччипе Шуршăл хĕрĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. 1989 çулта çемье çавăрнă, икĕ хĕрне – Таньăпа Настьăна – кун çути парнеленĕ. Паянхи кун Таня Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, Настя вара 8-мĕш класра вĕренет.

Ĕçчен те маттур ар çын нихăçан та ал усса лармасть. Ылтăн алăллăскер, ÿкерме, йывăçа эрешлесе касма ăста. Вăл çуртсене те эрешлесе илемлетет, картинăсем те ÿкерет, сĕтел-пукан та ăсталать. Хăйсем пурăнакан çуртра та кил хуçи ăсталаса илемлетнĕ краватьпе, кухня гарнитурĕпе тата ытти япаласемпе усă кураççĕ.

Хĕрĕсем юратнă ашшĕне ытларах килти мастерскойĕнче курма хăнăхнă. «Вăл яланах ÿкерет, темĕн касать, сăрлать...», – теççĕ вĕсем ашшĕ пирки. Çавăн пекех çемье уявĕсенче Сергей Николаевич пĕçернĕ шашлăка, пулă шÿрпине, çĕр улмипе пулăран хатĕрленĕ заливнойне пурте юратса çиеççĕ.

Пултаруллă та талантлă çын чыслă-сумлă ятсемшĕн ĕçлемест. Апла пулин те вĕсене чăннипех тивĕç. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Сергей Николаевич Марков темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе Дипломсене, Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Унăн сăнне районти Хисеп хăми çинче те курма пулать.

Кĕскен:

Ăçта тата хăçан çуралнă: 1965 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Малиновка ялĕнче.

Юратнă апат: мăшăрĕ пĕçернĕ кукăльпе пицца тата хунямăшĕ хатĕрлекен сырпа ыхра салачĕ.

Художник: А.В.Данилов.

Пахалăхĕсем: сăпайлă, ырă кăмăллă, ĕçчен, яваплă, пултаруллă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика