Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн çитмест этеме?

23 апреля 2011 г.

Кĕвĕçнипе хĕрарăма хĕненĕ.

Кăçалхи февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче 14 сехет те 10 минутра Кÿпеш ялĕнчи П. пĕр ялтах пурăнакан М. килĕнче пĕр-пĕрне курайманнипе тухнă хирĕçÿ вăхăтĕнче юри, çын сывлăхне сиен кÿрес тĕллевпе М.-а аллисенчен тытса тата пăрса диван çинчен урайне ÿкернĕ, урисенчен тытса тухмалли алăк патнелле тăватă метра яхăн сĕтĕрнĕ. Унтан М. урисем çине тăрса каяйманнишĕн виçĕ-тăватă хутчен чышкипе хул пуççирен чышнă. Çакна тума П.–на пĕр ялти хĕрарăма хăйĕнпе пурăнакан ар çын çумне кĕвĕçни хĕтĕртнĕ.

Хăйĕн хăтланăвĕпе П. М.-н сывлăхне сиен кÿнĕ: сулахайри хул пуççи шăмми хуçăлнă, çывăхри çемçе тĕртĕмсене юн кайнă тата ытти те. Çакна пула М.-н ĕçлес пултарулăхĕ чакнă.

Çапла майпа çын сывлăхне пурнăçшăн хăрушă сиен кÿрсе П. РФ Уголовнăй Кодексĕн 111 статйин 1-мĕш пайĕпе пăхса хунă преступление тунă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика