Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 40 соткăн та усси пысак

09 апреля 2011 г.

      Кашмаш ялěнче пурăнакан Вера Семеновнăпа Владимир Ильич Яриковсем пирки чăннипех те килти хушма хуçалăхпа пěлсе, май пур таран тухăçлă усă курма пěлекен çынсем тесе каламалла. Акă ытти выльăх-чěрлěхпе пěрлех вěсем килти хуçалăхра нутрисем те ěрчетеççě. Тупăшлă. Тирěнчен хăех çěлěксем çěлет, ашě вара чăн-чăн деликатес.

      Пахчине тухса пăхăр-ха тата вěсенне эсир. Мěн кăна çитěнмест-ỹсмест пулě 40 сотка лаптăк çинче. Улмуççисемпе грушăсем те, хурлăханпа крыжовник та, виктори çырли те. Чечекěсем çуллахи вăхатра куç тулли.

      Парникра вара çулленех купăста, хаяр, помидор, пăрăç калчине акса ỹстереççě. Хăйсем вали кăна мар, сутмалăх та тупăнать.

      Кунсăр пуçне тата ěçчен мăшăр виноград çитěнтерессипе те сахал мар тимлет. Тěрлě сортлисем пур вěсем: ир пулаканнисем, каярах пиçсе çитекеннисем, симěссисем, хура кăвакраххисем.

      -Килти хуçалăхра çитěнтернине нимěн те çитмест. Хам ỹстерни таçта кăнтăртан кỹрсе килнě çимěçрен пахарах та, тутлăрах та,- тет Владимир Ильич.

      Çапла пулмасăр. Килěшмелле. Хăв аллупа  туса  илнине нимěн те çитмест.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика