Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл варринчи чечек тĕнчи…

15 января 2011 г.

   Кашмаш ялĕнчи Львов ячĕллĕ урамри эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Светлана Сильвестровна Шапошниковăн (мăшăрĕ Анатолий вăхăтсăр çĕре кĕрчĕ) кил-çурчĕ катаранах ыттисенчен уйрăмраххăн курăнса ларать. Кил хуçалăх проекчĕпе мар (вăл та пур паллах) – тирпейлĕхĕпе, çу кунĕсенче чечексен ытамĕнче пулнипе.

    Килте выльăхсене ирхи пуçтарсан чун туртнипех асăннă хуçалăха тухса утрăм. Светлана мана алăк умĕнчи пÿлĕмре çÿллĕ ÿссе кайнă абутилонпа дуранта чечек йывăççисем айĕнче кĕтсе илчĕ. Алăк урати урлă каçсанах ковер çине ярса пусни тата чечексен тĕнчине пуçламăш утăм туни çийĕнчех эпĕ асамлăх тĕнчине килсе кĕнине систерчĕ. Анчах ку умри куравăн пĕр пайĕ кăна пулчĕ-ха.

  - Юмахри пек пурăнатăр. Чăваш хĕрарăмĕн ăçтан кун чухлĕ вăй-хăват тухать? – интереслентĕм Светăран пысăк калаçăва пуçланă май.

   - Йывăç лартнă, ачасем çуратнă, пурăнмелли пÿрт-çурт çавăрнă – тата мĕн кирлĕ? Манăн паянхи тĕп тĕллевсем тирпейлĕхе аталантарасси тата чечексем ытларах лартасси, çак илеме çын курмалла çул парасси, - хĕр чухнехилле шăппăн та вăтанчăклăн каларĕ таврари чечексем çинчен куç илмесĕр манăн пĕлĕшĕм.

    Света 1990 çулта качча тухнă та çамăрăк мăшăр çийĕнчех пÿрт-çурт çавăрма çĕр иллесипе тимленĕ. Тăрăшни харама кайман – 90-мĕш çулсем варринче Шапошниковсем Кашмашри çĕнĕ урамра çурт-йĕр çавăрма çĕр участăкĕ илеççĕ. Вунă çултан çĕнĕ çĕрте пурнăç вĕреме пуçлать. Кунтах Светланăн ачалăхри ĕмĕчĕсем вăй илеççĕ: чечек тĕнчи тымар ярать.

    - Тирпейлĕхе питĕ юрататăп. Манăн йăмăксемпе шăллăмсен (эпир пурĕ 7-ĕн) çемйисенче те вăл çаплах. Атте-анне çапла вĕрентнĕ пуль, - сĕтел çине чей хатĕрленĕ май калаçать Светлана Сильвестровна.

      Ашшĕ-амăшĕ тенĕрен. Сильвестор Ильич хăйĕн ĕç ĕмĕрне «Свобода» хуçалăхра водительте иртернĕ. Унăн мăшăрĕ Нина Петровна вара çак хуçалăхăн  уй-хир бригадинче, сысна ферминче нумай çул вăй хунă. Çемьери ачасем кашниех ĕçе юратни те – нумай ачаллă çемьен пуйанлăхĕ. Света чечекпе туслашасси те ашшĕне инçетри рейсран таврăннă çĕре чечекпе кĕтсе илессинчен пуçланчĕ. Çак тĕллевпе вăл 4-мĕш класра вĕреннĕ чухнех уй-хир бригадинчен ĕçлесе таврăнсан анкартине пĕр пĕчĕк йăран чечек акнăччĕ. Çумран тасатса, вăхăтра шăварса тăни харама каймарĕ ун чухне. Чечек букетне алла илнĕ хыççăн ашшĕ хăйне утьăкка туни вара хĕр ачашăн пысăк парне вырăннех пулчĕ. Ку вăл Светăн пĕтĕм пурнăçне тепĕр майлă çавăрса хучĕ: хĕр ача чечекпе ытларах интересленме пуçларĕ.

      Унтанпа 30 çул ним сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Света паян чечек туса илессипе, унăн илемĕпе кил-çурта хăт кĕртессипе пысăк маçтăр. Кĕнеке-журнал та нумай ку енĕпе.

    - Ача чухне çынсен килĕсенчи чечексем хăйсемпатне илĕртетчĕç пулсан, паян манăн хамăн килхуçалăхра чечек тĕнчи. Пÿртре кăна вун-вун тĕслĕ 78 чечек куршкĕ. Вĕсече 7 тĕслĕ фиалка,  цикламин, монстера, тĕрлĕрен герань, хризантема, роза, каланхоэ, клоксиния, примула, бегони, лили т.ыт.те. Ир пулсан кашнинпех калаçса тухатăп, пурин пурнăçĕпе те интересленетĕп. Вĕсем пирĕнешкелех чĕрĕ чунсем вĕт. Чечексене татах та ытларах лартас килет. Çавăнпа та килти хушма хуçалăхра сĕт сутса тунă укçа-тенкĕпе те йăлтах  чечексем туянас тĕллевпе усă куратăп, - куçĕсене чÿречесем умĕнче ларакан фиалкăсем çинчен илмесĕр сăмахлать С. Шапошникова.

     Кашни кĕтесрех чечек хуçаланнине пăхнă май çывăрмалли пÿлĕмри гибискус,каланхоэпе хатиора, 8 çул ÿсекен дизиготека, шурă куршаксенчи гиппиаструм чечек тĕнчин пуянлăхне вăйлатаççĕ кăна.

     Пÿртри пекех çу кунĕсенче урамра та Светăсен пÿрчĕ чечек ытамне путать. Роза, лили, крокус, тюльпан, нарцисс, примула, ирис, пион… Вĕсене йĕркене пĕлсе лартнипе пÿрт умĕ çу каçипех  илемлĕ чечексен ытамĕнче. Çуркунне малтанах крокус, примула, тюльпанпа нарцисс çурăлаççĕ. Ыттисем вара – хăйсен йĕркипе. Урамра пурĕ 34 тĕрлĕ чечек ÿсет. Кашнин хăйĕн йăранĕ, çмирĕплетнĕ вырăнĕ. Кил картинче алтнă çăл патне пымалли утма çула та чечек тĕнчин артерине аса илтерет.

  - Анкартине ĕçлеме тухсан та чечек куçран ан кайтăр тесе унта та чечек йăранĕ йĕркелерĕм. Вуншар чечек илем кÿрет халĕ манăн анкартине, - терĕ пахчари шурă юр çинелле пăхса кил хуçи хĕрарăмĕ.

     Чечекпе кăна пурăнмасть Света. Унăн пахчинче хăйарĕ-помидорĕ те, кишĕрпе ыхрийĕ те, суханĕ-купăстийĕ те, çĕр улмийĕ те пур. Çавăнпа çу пуçламăшĕнче ăна виктори çырли сутма пасара тухнине те курма пулать.

   - Ĕçрен ютшăнмастăпха, анчах хамран татах вăйлăрах ĕçлекенсене куратăп та хам ĕçлесе çитерейменншĕн пăшăрханатăп, - терĕ сăмахăмăра вĕçленĕ май ывăннине чечексемпе калаçса иртернине пĕлтерсе икĕ ывăл амăшĕ.

     Çакна та каласа хăвармалла. Кил таврашĕнчи тирпейлĕхе хаклассипе çулсерен ирттерекен районти конкурсра С. Шапошникова хуçалăхĕ 2006 çулта 3-мĕш вырăна тухнăччĕ. Паян та çак конкурса хутшăнас пулсан вăл малтисен ретĕнчех юласса шанатăп кăна.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика