09 апреля 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров «Журавлев» хресчен-фермер, «Авангард», «Правда» хуçалăхсенче пулчĕç.
Малтанах «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхне çитсе курчĕç. Кунта, тĕпрен илсен, çĕр улми туса илессипе ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра хресчен-фермер хуçалăхĕнче вăрлăх суйлассине йĕркеленĕ. Кăçалхи çур акинче тĕш тырă культурисене 400 гектар акма палăртнă. Çĕр улми 300 гектар йышăнмалла. Хуçалăхра минераллă удобренисене, çунтармалли-сĕрмелли материалсене хатĕрлесе çитернĕ.
«Авангард» ял хуçалăх предприятийĕнче çурхи тĕш тырăсене 650 гектар акĕç. Кондициллĕ вăрлăх – 990 центнер. Хуçалăхра сортсене çĕнетессипе ĕçсем пыраççĕ.
«Правда» акционерлă обществăра çур акине 400 гектар çинче ирттереççĕ. Çуртрисен вăрлăхне 1500 центнер хывса хăварнă, 1480 центнерĕ кондициллĕ. Техникăна юсассипе, акана хатĕрлессипе вăй хураççĕ. Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета