Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннин çăмăл мар «лавне» туртатăн

06 апреля 2011 г.

Иртнĕ çул ял çыннисем умне тухса тăнă шыв ыйтăвĕ паянхи кун та çивĕч тăрать. Çынсем çăмăл мар лару-тăруран тухма тĕрлĕрен çул-йĕр шыраççĕ: пĕрисем кунĕпе юр ирĕлтерсе выльăх-чĕрлĕхне шăвараççĕ, мунчине те çак майпах кĕреççĕ; теприсем пухăнса кайнă таса мар çи-пуçа хулара е район центрĕнче хваттерсенче пурăнакан тăванĕсем патĕнче çăваççĕ. Кам мĕнле майпа çăлăнăç тупать. Ĕçлĕ çул çÿревсенче шыв ыйтăвĕпе çыхăннă тĕрлĕ ÿкерчĕке курма тивет. Вĕсене асăрхасан хресчене шеллес килет: выльăх-чĕрлĕхне упраса хăварас тĕллевпе темĕнле йывăрлăха та тÿсме тивет-çке.

Акă, Турхан ялĕнче пурăнакансемшĕн те шыв ыйтăвĕ аякран иртсе кайман. Сăмахран, Пантьăк урамне илетпĕр. Кунти чи вăрăм урамра 22 çуртра çынсем пурăнаççĕ. Килĕрен 2-5 çынран сахал мар пурăнать. Хулара кун кунлакан, канмалли кунсенче яла килекен ывăл-хĕрне, мăнукĕсене шута илмесен. Хăйсен пурнăçне канлĕрех тăвас тесе чылайăшĕ унчченех уйрăм çăлсем чавтарнă. Шăрăх аптратман-тăк паянхи кунччен те рехетленсе пурăнĕччĕç-тĕр. Анчах Турри пулăшать, шуйттанĕ чарать теççĕ мар-и-ха; Пахчасенче алтнă çăлсенче шыв çителĕксĕррипе çырмари çăлсем патне сукмак хывма тивет. Çак урамри çынсене çырмара вырнаçнă ĕлĕкхи çăлсем йывăрлăхран тухма пулăшаççĕ. Çулĕ çывăхах мар. Мĕн тăватăн, утатăн, шывĕ выльăх-чĕрлĕхне те, хăйсене те кирлĕ. Тулли витресене алăпа çĕклеме йывăр. Çавăнпа Клавье аппа унччен тунсăхласа кĕтесре выртнă кĕвентене кăларнă. Пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ тени тĕрĕсех çав. Картлă кĕвенте те кирлĕ пулнă.

Тракушкăнчи чи вăрăм урамра пурăнакансене те нумай çул каялла алтнă çăлсем йывăрлăхра пулăшаççĕ. Çăлĕ юнашарах маррипе ял çыннисем вăхăта перекетлес тесе витрепе шыв ăсса çÿремеççĕ: валашка е çунашка çине бидонсене, юнашар витрисене вырнаçтараççĕ те çула тухаççĕ. Вăй питти хĕрарăмсемпе ар çынсене те çăмăл мар çак "лав". Ватă çынсем пирки калама та çук. Акă 75 çулти Зойка кинемишĕн çăл патне кайса килесси чĕр нушана çаврăнать. Аран-аран утаканскерĕн пĕр аллинче туя, тепринче – валашкана çыхнă кантра. Валашкана лартнă икĕ шыв витрине ерипен кил еннелле сĕтĕрет.

Ку урамрах пурăнакан Зоя аппан çăл патне çитиччен 300 метртан та кая мар утмалла. Çавăн чухлех каялла. Çунашка çине пластик бидонпа икĕ витре лартса танккать шыв патне.

– Ĕнене пĕрре шăварма тăватă витре шыв кирлĕ, – сăмахлать вăл. – Шыв тултарнă пысăк савăта юр хушатăп та вут çинче ирĕлтеретĕп.

Çак ялтах пурăнакан пĕр хĕрарăм та шывпа çыхăннă кулăша каласа пачĕ. Хуть йĕрсе яр, хуть хырăм тытса кул.

– Çил-тăманлă çанталăкра мунча çенĕкĕн пĕр енне юр тултарса лартнă, – каласа парать вăл. – Тасатма алла кĕреçе тытнăччĕ ĕнтĕ, ку юр мунча хутса кĕме кирлĕ пулать-ха тесе хăвартăм. Канмалли кунсенче таса юра ирĕлтерсе мунча кĕтĕмĕр. Тепĕр эрне валли те упраса хăвартăм.

Эх, шеремет хресченĕ, санăн ĕçÿ питех те йывăр, апла пулин те ял çыннин çăмăл мар «лавне» малаллах туртатăн: выльăх-чĕрлĕхне усратăн, анкартине шуратса хăваратăн...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика