Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Свобода» колхозăн – çав ертÿçех

02 апреля 2011 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 2010 çулхи кăтартусемпе отчет пухăвĕсем малалла пыраççĕ. Акă мартăн 25-мĕшĕнче "Свобода" колхозра отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.И.Иванов та хутшăннă.

"Свобода" колхоз иртнĕ çула япăх мар вĕçленĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 166 тонна пухса илнĕ. Ашпа сĕт туса илессине малтанхи çулхинчен ÿстернĕ, мăйракаллă шултра выльăхсен шутне сыхласа хăварма пултарнă. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе баланс тупăшĕ 1 млн та 300 пин тенкĕпе танлашнă. 2010 çулта хуçалăх çĕнĕ Т-150 трактор, дисклă сÿре тата сеялка туяннă. Колхоз ертÿçи Валерьян Федотович ума лартнă тĕллевсемпе те паллаштарнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене хуçалăх хатĕр теме те пулать, акма çичĕ тонна пахалăхлă вăрлăх кăна кÿрсе килмелле. Кăçалхи çулла 150 тонна утăпа улăм, 800 тонна сенаж янтлама, 500 тонна сĕт суса илме, мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра 880 грамран сахал мар ÿт хуштарма палăртса хунă.

Пухăннисем колхоз правленийĕн ĕçне лайăх хак панă. Юлашкинчен правлени членĕсем тата колхоз ĕçченĕсем хальхи ертÿçĕне шаннине палăртса "Свобода" колхоз председательне Валерьян Федотович Бромбинах суйланă. Халăх шаннипех ĕнтĕ В.Ф.Бромбин 16 çул ку яваплă тивĕçе пурнăçласа пырать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика