Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюлăхшăн – Суворов медалĕ

26 марта 2011 г.

Мускава вĕçсе савăнăçлă лару-тăрура Суворов медальне тивĕçмелли хыпар Штанаш ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра тимлекен Сергей Прокопьевшăн кĕтменлĕх пулнă, апла пулин те çак тĕлĕнтермĕш хыпар пысăк савăнăçа çаврăннă. Медале вара вăл районтах тивĕçме кăмăл тунă.

Чыслама сăлтавĕ те пур иккен. Сергей Юрьевич Çурçĕр Кавказ регионĕнче пĕр чаçре радиостанци начальникĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă, "вĕри точкăсенче" те пулнă.

Ытлари кун, мартăн 22-мĕшĕнче, чыслав савăнăçлă лару-тăрура райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче иртнĕ. Чăваш Республикин Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕ Александр Прокопьев РФ Президенчĕн 2008 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнчи 1390 " "Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен çар çыннисене патшалăх наградисемпе чысласси çинчен" Указĕпе паллаштарнă, С.Ю.Прокопьева Çурçĕр Кавказ регионĕнче çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне хăюлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн тата хăйĕн пурнăçне хĕрхенменшĕн Суворов медалĕпе наградăланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов та ăна малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, муниципаллă тивĕçе пурнăçланă чухне ăнăçу суннă.

Сергей Юрьевич районти вун-вун яш-кĕрĕмшĕн чăннипех ырă тĕслĕх пулса тăрать. Кун пек хăюллă та хастар каччăсем районта ытларах пулсан тем пекехчĕ...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика