Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем – йăла-йĕркене чĕртсе тăратакансем

30 марта 2011 г.

Иртнĕ эрнере хăйсен професси уявне культура ĕçченĕсем паллă турĕç. Ку професси çыннисем пултаруллă, пуçаруллă. Вĕсем хăйсен таланчĕпе, вăйлă характерĕпе тата пысăк чунĕпе палăрса тăраççĕ. Ахальтен-им культура ĕçченĕсемсĕр районта пĕр мероприяти те иртмест. Тирпей-илем кÿрес ĕçре те вĕсен тÿпи пысăк. Йăла-йĕркене чĕртсе тăратакансем, çамрăк ăрăва вĕсемпе паллаштаракансем те культура ĕçченĕсемех. Çавăнпа та музейсенче, вулавăшсенче, культура çурчĕсенче тимлекенсем наградăсене тивĕçех.

Професси уявне паллă тунă кун Туканашри клуб заведующийĕнче вăй хуракан Г.Ванягина район пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Ку тытăмра чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ачкасси Культура çурчĕн заведующийĕ Л.Зверева, Мăн Этмен Культура çурчĕн ĕçченĕ А.Ярабаев, Пантьăк клубĕн заведующийĕ М.Коробков район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисене илчĕç. Анчах та вĕсемшĕн чи пысăк награда вăл – çынсен куçĕсенче савăнăç курасси. Культура ĕçченĕсенченех-çке уяв мĕнле шайра иртесси килет.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика