Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă – чун уççи

23 марта 2011 г.

Çĕр çине килнĕ кашни çыннăн пĕр-пĕр талант пур. Пĕрин тĕррисем илемлĕ те яка пулаççĕ, теприн çыхас енĕпе пултарулăх пур... Турхан ялĕнче пурăнакан Елена Скворцова вара уçă та янăравлă сассипе чăваш юррисене шăрантарнипе палăрса тăрать.

Елена Дмитриевна яланах юрлама кăмăлланă. Ялти туй-çикĕре, уявсенче сахал мар вăл юрра тăсса янă. Халăх хушшинче вăл хамăрăн ентешпе, Хăмарккара çуралса ÿснĕ паллă юрăçпа, ăмăртса юрă юрланине калатчĕç. Ятарласа пĕлÿ илмен пулин те хĕрарăм юрăçран юлман иккен. Тĕрĕсех-ши çак сăмах, калама пултараймастăп. Анчах та Е.Скворцован чунĕ яланах юрланине аван пĕлетĕп. Тралькасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче тирпейлÿçĕре ĕçлеме тытăнсан вăл вырăнти "Укăлча" фольклор коллективĕпе тĕрлĕ смотр-конкурссене, фестивальсене хутшăнса ăсталăхне туптама тытăннă. Хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илнине халалланă кăçалхи уявра та вăл пултарулăх коллективĕпе сцена çине тухса ĕлĕкхи Çăварни юррисене шăрантарчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика