Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманчă каччи Раççей командине кĕнĕ!

02 марта 2011 г.

Нарăсăн 22-27-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта çамрăксем хушшинче йывăр атлетика енĕпе Раççейре мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Икĕ кунта Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди мĕн пур йышши медале çĕнсе илнĕ. Аллă килоргаммлисем хушшинче Алманчă каччи Александр Мышов хăйпе тупăшакансем валли нимĕнле шанчăк та хăварман, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ (тренерĕ Геннадий Иванов). Вăл 194 килограмлă виçене парăнтарнă. Çапла вара 16 çулхи Раççей спорт мастерĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Кăçалхи май уйăхĕнче вĕсен çамрăксем хушшинче Перура иртекен тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма тивĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика