Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телефон справочникĕ кирлех

21 февраля 2011 г.

 

ТЕЛЕФОН... Паянхи кун калаçма вĕренекен пепке те çак сăмаха ăнланать, трубкăна ярса тытса пуплешем пекки тукалать. 40-50 çул каялла кăна-ха телефон çыхăнăвĕ ял çыннисемшĕн питĕ кăткăс ыйту пулнă. Калаçас пулсан колхоз правленине е ял Совет ĕçтăвкомне çул тытмаллаччĕ. Район центрĕнчи кантурсемпе калаçас пулсан, малтан коммутаторти телефонисткăпа çыхăнмалла, кайран тин кирлĕ çĕре лекетĕн. Наукăпа техника прогресĕ вăйлă аталаннă май телефон çыхăнăвĕ те пысăк вăй илчĕ. Ялсенче автомат телефон станцийĕсене вырнаçтарма пуçларĕç. Хальхи вăхăтра район территорийĕнче цифрăллă телефон çыхăнăвĕ йĕркеленĕ. Халĕ хамăр килтенех тĕнчери кирек хăш хулапа е ялпа та калаçса илме май пур. Лайăх, меллĕ... Анчах та ял çыннисене çак ыйту питĕ пăшăрхантарать. Районти телефон справочникĕн юлашки кĕнекине 2001 çулта кăларнă. Вăл кивелсе, лỹчĕркенсе, çĕтĕлсе пĕтнĕпе пĕрех. Çак тапхăрта АТСсем çĕнĕ номерсемпе пуянланнă. Патирекпе Энтĕрьелĕнче çĕннисене хута янă. Районти чылай предприятипе организаци, учреждени номерĕсемпе халĕ ял çыннисем усă кураççĕ. Ялпа ял та калаçса илеймест. Пĕр тĕслĕхе кăна илер-ха. Чаткас-Палтиел _ Васан, Чукал _ Пашьел _ Карапай тăрăхĕсенче çын вилес пулсан тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене çийĕнчех шăнкăравласа пĕлтерме питĕ йывăр. Номерсене пĕлместпĕр. Çавăнпа та районта телефонăн çĕнĕ справочникне кăлармаллах. Ку сĕнĕве район çыннисем ырласах йышăнаççĕ пулĕ тетĕп. Кĕнекене кăларма "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн хевти çитет, брошюрăсемпе кĕнекесем кăларассипе коллективăн опычĕ пур. Кунта районти ял администрацийĕсен пулăшăвĕ питĕ кирлĕ. Хăш-пĕр çынсем хăйсен телефон номерĕсене пичете кĕртмессе те пултараççĕ. Хăйсен ирĕкĕ. Кĕнекене кĕсье телефонĕ пуррисем те хаваспах туянма хатĕр, вĕсем те хăйсен номерĕсене пичете кĕртме пултараççĕ. Ку ыйтăва татса парассине вăраха тăсас марччĕ. Çак ĕçе ертсе пыма район администрацийĕнчи пĕр-пĕр специалиста шансан тата авантарах. Кунта укçа-тенкĕ нумай кирлĕ мар. Справочник тăкаксене хăех саплаштарать.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика