Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех пушар

02 февраля 2011 г.

Кăçалхи январь уйăхĕ çине-çине пушар тухнипе асра юлать ĕнтĕ. Акă январĕн 28-мĕшĕнче Березовка ялĕнчи Н.М.Селивестрова хуçалăхĕнче те 22 сехет иртсен вут-çулăм алхасма тытăннă. Пурăнмалли çурт çывăхĕнчех вырнаçнă хуралтăсене вут çавăрса илнĕ. "Хĕрлĕ автана" пула мунча, çуллахи çурт, мастерской, сарай, ампар кĕлленнĕ. Вĕсем пурте тенĕ пек кирпĕчрен хăпартнăскерсем пулнă. Хуралтăсен çÿлти ытларах пайĕнче утă усрани те вут-çулăма вăйлăн алхасма пулăшнă. Кунсăр пуçне пур хуралтă та пĕр çи витти айĕнче пулнă. Пушар мунчапа ун çийĕнче вырнаçнă чăлан хушшинчи электропралуксен замыканине пула тухнă тесе шутлаççĕ.

Пушар хурал ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе кăна икĕ хутлă кирпĕч çурта çăлса хăварма май килнĕ. Калас пулать, вут-çулăмпа кĕрешес ĕçе районти пушар хурал чаçĕн пур техники те, Атнар ял тăрăхĕн пушар деповĕн тата Çĕмĕрлери пушар чаçĕн машинисем те хутшăннă.

Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла, мунчана пурăнмалли çуртран 15 метр аякра вырнаçтармалла, ытти хуралтăсенчен – 6 метрта. Вăл уйрăм тăракан объект пулмалла. Çулсене юртан тасатса тăрас тата пушарсене сÿнтерме шыв илмелли вырăнсене пăхса тăрас ыйтусене татса парасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тивĕçĕ пулнине тепĕр хут асăрхаттарса хăварас килет. Ку енĕпе пирĕн çитменлĕхсем пайтах-ха.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика