Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕн-хур урлă ырăлăх çулĕпе

08 декабря 2010 г.

Паян Алманчăра пурăнакан нумай çын çинчен ырă ятпа аса илсе калаçу пуçарма пулать. Пирĕн сăмăхăмăр Маюк аппа, Мария Петровна Волкова пирки пулĕ.

Маюк аппа Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Янтуган ялĕнче 1927 çулта, ăшă çу кунĕнче çуралнă. Кăкăр сĕтне те ăнтăличчен тутанса курайман вăл, çичĕ уйăхрах амăшĕсĕр тăрса юлнă. Нумай та вăхăт иртмен ашшĕ çурта тепĕр хĕрарăм илсе килнĕ. Ама çури амăшĕ пирки Маюк аппа хурласа калаçмасть, çапах та никама та тăлăх ÿсме Турă ан пÿртĕр тесе пиллет.

Çирĕм çул урлă каçиччен Маюк тăван ялтах пурăнать. Шкулта хутлама-çырма вĕреннĕ хыççăн çамрăклах ферма ĕçне кÿлĕнет. Çак тапхăрта Алманчă каччипе Рюрикпе тĕл пулса паллашать. Çамрăксем хăйсен ту-йăмне çирĕплетсе çемье çавăрма шут тытаççĕ. Упăшкин çурт-йĕрĕ тĕреклĕ пулнă, çемйи те ял-йышра сумлă ( учительсен çемйи). Сăмах май каласан, Маюк аппан пăятамăшĕ те, тăванĕсем те учительсем.

Çул хыççăн çул хыçа юлать. Маюк аппапа Рюрик тетен çемье йышĕ ÿссех пырать. Вĕсем ултă ача ашшĕпе амăшĕ пулса тăраççĕ. Çав вăхăтрах çĕнĕ çурт-йĕр çавăраççĕ. Савăнса кăна пурăнмалла пек, анчах çемьене чăтма çук пысăк хуйхă килсе кĕрет. 38 çулти вăйпитти арçын сасартăк чирлесе ÿкет, çĕре кĕрет. Маюк аппа яваплăхĕ çине пилĕк хĕрпе пĕр ывăл тăрса юлаççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Валентина, пĕр çулталăкра çеç пулнă. Çакăн хыççăн Маюк аппан сывлăхĕ питĕ хавшать. Анчах вăйлă хĕрарăм ачасене пурнăç çулĕ çине тăратма вăй-хăват çитеретех.

Маюк аппан шухăшĕсем, ĕмĕчĕсем пурнăçлансах пычĕç. Ачисем шкулта вĕреннĕ самантра пĕри те питне хĕретме памарĕç. Шкултан вĕренсе тухсан вара вĕсем пурте пурнăçăн анлă çулĕ çине тăчĕç. Сăмах май каласан, Людмилăпа Шура–ветеринар, Галя–бухгалтер, Римма–учитель, Коля–механизатор, Валя–Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн ĕçченĕ.

Маюк аппа, хăй те пысăк çемьере ÿснĕскер, нумай ача çуратнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест. Йывăр пулнă, паллах, амăшне. Ача çуратсан вунă кунтанах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Пепкисене хире кÿмепе туртса çÿренĕ...

Паян вара унăн савăнмалли, хĕпĕртемелли пайтах. Ачисемсĕр пуçне мăнукĕсем 14-ăн, мăнукĕсен ачисем 18-ăн. Ахальтен мар ĕнтĕ Маюк аппана Алманчă шкулĕнчи педагогсен канашĕ йышăннипе 1990 çулта ачасене тĕрĕс воспитани панăшăн ялти “Чи ла-йăх анне” ята панă.

Кинемейĕн кил-çурчĕ паянхи кун та тĕреклĕ те тирпейлĕ. Коля ывăлĕпе Галя кинĕ çурт ăшшине тытса тăраççĕ.Коля хăйĕн ашшĕ пекех ялта комплексла бригада бригадирĕнче, каярахпа лесникра ĕçленĕ. Вăл ĕçченлĕхпе, çынсемпе тараватлă та сăпайлă пулнипе сумлă. Çĕр ĕç фирминчи çĕнĕрен те çĕнĕ механизмсене ăна шанса параççĕ. Ĕçченлĕхне пулах 1986 çулта “Районти чи лайăх кукуруза çитĕнтерекен” ята тивĕçнĕ. Килти архивра вара çĕр ĕç фирминчен, ял хуçалăх управленинчен, район администрацийĕнчен илнĕ хавхалантарусем пайтах.

Коля пушă вăхăта нихăçан та усăсăр ирттермест. Ăста алă валли ĕç тупăнатех. Унсăр пуçне вăл чаплă хуткупăсçăсен шутĕнче. Тепĕр чухне пĕрре илтнĕ кĕвве темиçе самантранах хăй тĕллĕн шăрантарма пултарать. Мăшăрĕ Галя та ăста юрăçă.

Маюк аппан çурт алăкĕ нихăçан та хупă тăмасть. Кÿршĕ-аршă, ял-йыш, тăванĕсем тăтăшах ун патне килсе тăраççĕ. 83 çулта пулсан та вăл пушă вăхăтне сая ямасть. Хĕллехи каçсенче алă ĕç тăвать. Апат-çимĕçне хатĕрлеме те тарават. Çуллахи тапхăрта хур-кăвакал çитĕнтерет. Мария Петровна ялта чиркÿ уçăлнăранпах чун канăçне унта тупнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика