Ямашевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Автомобиль транспорчéн хисеплé éçченéсем!"

29 октября 2010 г.

Светлана Макарова хамăр районти Вăрман Енĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Ямашри вăтам шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт шкулта ĕçленĕ. Юлашкинчен пурнăç çулĕ Светлана Владимировнăна Канашри пассажирсем турттаракан автотранспорт предприятине илсе çитернĕ. Ултă çул хушши ĕнтĕ вăл ку предприятири маркетинг службине ертсе пырать.

- Ку ĕç мана питĕ килĕшет, - тет Светлана Владимировна. - Эпĕ яланах халăхпа пĕрле. Мана шанса панă ĕç вăл - шкул ачисем тата предприятисеме организацисенче ĕçлекенсем валли экскурси йĕркелесси. Эпир кăçал инçе çула тухма ятарласа пысăк, хăтлă автобус туянтăмăр. Çак транспорт хатĕрĕпе утă тата çурла уйăхĕсенче хулара тата кÿршĕллĕ районсенче пурăнакан 400 çын Хура тинĕс хĕррине канма кайса килчĕç.

Шкул ачисем вара экскурсисене Шупашкара, Хусана, Чулхулана, Болдинона тата ытти вырăнсене çÿреççĕ.

Çитес вырсарни кун автотранспорт тытăмĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Светлана Владимировнăна уяв ячĕпе чĕререн саламлатпăр, ĕçре малашне те пысăк ÿсĕмсем тума вăй-хал, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429313, Чувашская Республика, Канашский район, с. Ямашево, ул. Сергеева, д. 11
Телефон: 8(83533) 64-3-53, 64-3-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика