ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ылтăн кĕркунне» кану каçĕ

27 октября 2010 г.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Нĕркеç вăтам шкулĕнче «Ылтăн кĕркунне» кану каçĕ иртнĕ. Аслă классенче вĕренекенсем тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Вунпĕрмĕшсем хăйне евĕрлĕ ташăпа палăрнă. 9-мĕш класра вĕренекенсем кĕркунне çинчен шăрантарнă юрра вара чи лайăххи тесе хакланă. Пĕтĕм класс стена хаçачĕ кăларнă. Мĕнпур конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе 11-мĕш класс мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта — 9-мĕшсем, виççĕмĕшĕнче — 10-мĕш тата 8-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем. Çавăн пекех ачасем хаваслисемпе тавçăруллисен конкурсне те хутшăннă. Кунта вара туслăх çĕнтернĕ. Шкул пĕтерсе тухса кану каçне килни питĕ кăмăллă пулнă. Кану каçĕ питĕ хаваслă та шавлă иртнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика