Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Витрепе – черете

24 июля 2010 г.

«Уйăха яхăн шывсăр нушаланатпăр эпир, Октябрьски салинчи Речная, Володарский, Набережная, Ленин, А. Канаш урамĕсенче пурăнакансем. Пирĕн пата, ялăн аялти пайне, башньăсенчи шыв çитмест. Шыв уçлакан башньăсем чиперех ĕçлеççĕ, теççĕ, анчах пирĕн урамсенчи колонкăсенче шыв тепĕр чух талăкне 10-15 минутлăх кăна анать. Çак вăхăтра ĕçмелли шыва тултарса ĕлкĕрекенсем телейлĕ. Енчен те килте кун тăршшĕпе никам та лараймасть пулсан, шывсăрах тăрса юлатăн. Ирĕксĕрех вара флягăсемпе шыв патне ытти урамсене чупма тивет. Автомашинăлли, паллах, ытларах тултарса турттарса килет. Тепĕр чух çав шыв патне черет те пуçтарăнать.

Пĕр телейлĕ кун кăна пулчĕ пирĕншĕн юлашки тапхăрта. Тĕлĕнмелле, Октябрьски ял уявĕ иртнĕ чух шывĕ колонкăсенче кунĕпех тăчĕ темелле. Шел те, уяв хыççăнах вĕсенчи шыв малтанхиллех çухалчĕ.

Шывĕ кăна мар, Володарский урамĕнчи колонка территорийĕ те хытах калаçтарать. Те юсас тĕлĕшпе, е урăх сăлтавпа ун таврашне кăçал сÿтме тытăнчĕç. †çе вĕçне-хĕрне çитереймерĕç курăнать, çавăнпа выльăх-чĕрлĕх е ача-пăча ÿксе аманасран шăтăка хамăрăнах ал айĕнчи хăмасемпе хуплакаласа хума тиврĕ.

Шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе хăçан йĕрке пулĕ-ши пирĕн урамсенче. Çакăн хуравне яваплă çынсенчен хаçат урлă та пулин пĕлес килет...».

Çакнашкал ыйтупа çитрĕç пирĕн хаçат редакцине Октябрьскинче шывсăр нушаланакан урамсенче пурăнакансем. Шывсăр пурнăç çукки паллă-ха ĕнтĕ. Вăрах хушă тăракан шăрăх çанталăкра унăн кашни тумламĕ шутра, виçере. Ялăн аялти пайĕнче пурăнакансен проблемине С. Назаров ертсе пыракан Октябрьски ял хутлăх администрацийĕ пĕлмест мар. ¤на татса парассипе пач нимĕн тумасть тесе те калаймăн.

Чи малтанах кунта çакна палăртмалла. Октябрьски хутлăх территорийĕнче халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Сĕнтĕрвăрринчи «Водоканал» ООО ĕçлет. Хутлăх администрацийĕ ятарлă договорпа шывпа тивĕçтерекен трассăна çулталăклăха асăннă пĕрлешĕве шанса панă. Шăпах «Водоканал» ОООн ăна пăхса, йĕркелесе тăмалла. Ку – специализациллĕ организаци шутланать, унта опытлă ăстасем ĕçлеççĕ темелле. Шел те, Октябрьскинчи улшăнса çĕнелсе пынă шыв пăрăхĕсен схемине «Водоканалри» ăстасем те тÿрех ăнланса çитеймеççĕ. Тĕрĕсрех, ку таранчченхи улшăнусене кĕртнĕ тĕплĕ те уçăмлă схема паянхи кунччен те çук. Камра шырамалла çакăн айăпне. Паллах, хальхи хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕнче мар. «Водоканал» ООО директорĕ Н. Михайлов асăннă тăрăх, чылай малтанхи пуçлăхсем те шыв пăрăхĕсен системи пирки уçăмлă хурав параймаççĕ. Кунашкал уçăмсăрлăх районти нихăш хутлăх территорийĕнче те çук-мĕн.

Хăш маçтăр аллине пула шар кураççĕ вăрах хушă Октябрьски ялĕн аялти урамĕсенче пурăнакансем. Николай Павлович, акă, паянхи проблема вырăнти «Кулибинăн» аллине пула сиксе тухни пирки иккĕленмест темелле. Çитес вăхăтра вăл черетлĕ тĕплĕ тĕрĕслев ирттересшĕн. Тен, ун чухне ялти шыв пăрăхĕсен трассин вĕçне-хĕрне тухма, кăткăслăх сăлтавне тупса палăртма май килĕ.

Енчен те ун чухне те ăнăçу килес çук пулсан. Мĕнле пурăнмалла çур ялăн... Çумăр çусан шайлашулăх çитмеллех, теççĕ хăшпĕр специалистсем.Çумăрĕ те пулăшмасан... Ыйтăвĕсем çав тери нумай.

Ялти икĕ башня (Октябрьски райповĕнне шута илсен виççĕ) вара ялан тенĕнех шывпа тулли ĕçлеççĕ, анчах шывĕ пурпĕр аялти урамсене çитмест. Сăлтавĕ кунта, тен, чăн та çÿлти урамсем шыва пахчасене шăварма юхтарнипе кăна та çыхăнман пулĕ. Тахăшĕ, ахăртнех, шыв трассине аван пĕлнĕрен çулне пÿлме вĕренсе çитнĕ. Апла пулсан, «Водоканал» ОООн ялти представителĕн (ăна Анатолий Васильевич Данилов тесе чĕнеççĕ-мĕн) пит тимлĕ пулмалла.

Юлашки кунсенче вара хутлăх администрацийĕ лару-тăрăва çăмăллатас тĕлĕшпе шыв башньисене ятарлă графикпа ĕçлеттерсе пăхма йышăннă. Ирхине шыва 11 сехетчен параççĕ, ун хыççăн тăхтав тăваççĕ, каçхине тепĕр хут 17 сехетрен пама тытăнаççĕ (23 сехетчен). Проблемăна татса пама пулăшĕ-и çакă. Çÿлерех илсе кăтартнă çыру авторĕсем е яваплă çынсем пĕлтерессе шанăпăр.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика