Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур ачасем

19 июня 2010 г.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 3 "б" классем вĕренỹре анчах мар, ĕçре те хастар. Пулăшу кĕтекен çынсем патне час-часах кайса тăраççĕ вĕсем. Канмалли кун умĕн класс старости юлташĕсене пухрĕ те çапла пĕлтерчĕ: "Вырсарни кун 12 сехет тĕлне шкул умне пуçтарăнатпăр, ваттисене пулăшма кайăпăр". Пурте пуçтарăнса çитсен ачасем темиçе ушкăна уйрăлса, урамсем тăрăх кайрĕç. Вĕсем темиçе киле çитрĕç. Пĕрисем ватă çынна урай çуса пачĕç, теприсем шыв ăсса пулăшрĕç, виççĕмĕшĕсем картишне тирпей-илем кĕртрĕç. Тăрăшуллăскерсене пурте мухтарĕç. Ачасем çакăн пек ĕçе малашне те тăсасса шанас килет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика