Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра пĕрремĕш пулнă

16 июня 2010 г.

Александровка пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнчи «Челолепы» команда экологсен республикăри ХII слетне хутшăннă. Малтанхи кунах вĕсем экологсен тата краеведсен теориллĕ пайĕнче тупăшнă. Çамрăк экологсем 4-мĕш, краеведсем 1-мĕш вырăн йышăннă. Каçхине командăпа паллаштарассипе иртнĕ конкурсра 3-мĕш пулнă.

Тепĕр кунхине вĕренекенсем экологипе контроль турист маршручĕпе çула тухса 2-мĕш вырăн, экологи сукмакне сыхлас енĕпе 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Юлашки кун экологи объектне çырса парас (2-мĕш вырăн), палăртнă вырăнта тĕпчев ĕçĕсем тăвас (4-мĕш вырăн) тĕлĕшпе конкурссем пулнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вĕсем республикăра 1-мĕш вырăн йышăннă. Ку, паллах, пысăк çитĕнÿ.

Çывăх вăхăтра çамрăк экологсен командин республика чысне Ульяновск облаçĕнчи Курлан поселокĕнче хÿтĕлемелле. Хамăр республикăна юратакансене, предпринимательсене шкул ачисем пăртак та пулин финанс енĕпе пулăшма ыйтаççĕ. Вĕсем район, республика ятне ямасса шантараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика