Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ

02 июня 2010 г.

Почтальон хулăн конвертлă çыру парса хăварсан Тỹскелти Смирновсем ывăлĕ тăракан чаç адресне тỹрех асăрхарĕç. Хальхи вăхăтра салтаксем пит çырусем шăрçаламаççĕ, саманине кура-тăр, кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа сывлăхне пĕлтернипех çырлахаççĕ. Алексей те тăтăшах çыру çыраймасть, хушăран çеç шăнкăравлать, ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, ял хыпарĕсемпе интересленет. Служба срокĕ те нумай юлман: тепĕр уйăхран киле çитмелле. Алексей Смирнов иртнĕ çуркунне Раççей çарĕн ретне тăчĕ. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕскер, тỹрех Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ вăл. Алла диплом илнĕ хыççăн тепĕр эрнеренех çара кайма повестка тыттарсан: "Арçын тивĕçне пурнăçламаллах, салтак пăттине çисе курмаллах", _ тесе çар комиссариатне уттарчĕ çамрăк. Халĕ вăл Кемер облаçĕнче мотострелоксен бригадинче службăра тăрать. Водитель удостоверенине тахçанах илнĕскер çарта автомашинăпа çỹрет. "Хисеплĕ Александр Федоровичпа Антонина Алексеевна, сирĕн ывăлăр Алексей çар тивĕçне çỹлти шайра пурнăçлать, юлташĕсене ырă тĕслĕх кăтартать... Сире Раççей çарĕ валли маттур ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тăватпăр..." _ тенĕ Тав çырăвĕнче. Ашшĕпе амăшĕшĕн çакă питĕ пысăк савăнăç. Çапла пулмасăр, ывăлĕ çинчен çырнă ăшă сăмах чĕрене ăшăтатех. Çирĕп воспитани парса ỹстернин, ачаран ĕçе хăнăхтарнин, пиçĕхтернин пĕр пĕчĕк савăнăçĕ мар-и çакă? Александр Федорович чылайранпа "Промсервис" акционерсен хупă обществинче хуралçăра тăрăшать. Унăн мăшăрĕ, Антонина Алексеевна та çакăнтах техник-лаборант ĕçне çỹлти шайра пурнăçлать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика