Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ачасем шанăç параççĕ

02 июня 2010 г.

Шкул ачасене чунран юратни çинче никĕсленет. Унсăрăн вăл чăн-чăн шкул мар. Ачасене паха пĕлỹ парассипе пĕрлех вĕсен шухăшлавне, чун туртăмне аталантарасси те пысăк вырăн йышăнать. Çакна тĕпе хурса кашни ачан ăс-хакăл, кăмăл-сипет шайне шута илсе вĕсемпе туллин ĕçлеме пулăшакан çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртсе пыратпăр. Педагогсем ачасенче упранакан енсене туйма, курма пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрисем вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ, теприсен пултарулăх ĕçĕнче ăнса пырать. Шкулти хушма вĕрентỹ тытăмĕнче кашни ача хăйне кăсăклантаракан ĕç суйласа илме пултарать: вĕренỹ предмечĕпе пĕлĕве ỹстерме, тĕрлĕ кружок-секцире ăсталăх пухма, вăй-хала çирĕплетме. Вĕрентекен çулталăкĕнче ỹсĕмсем çинчен каласа кăтарма уйрăмах кăмăллă. Çитĕнỹсен вăрттăнлăхĕ _ пирĕн пултаруллă ачасенче. Район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен предмет олимпиадисене хутшăнакан тата мала тухакан вĕренекенсен хисепĕ çулран-çул ỹссе пыни педагогсен коллективне тата ытларах шанăç парать. Юлашки 3 çулхи кăтартусене танлаштару вырăнне илетпĕр. 2007-2008 вĕренỹ çулĕнче тĕрлĕ предметсен республикăри 5-мĕш дистанци олимпиадинче пирĕн шкулти Владимир Смирновпа (9 "б" класс) Андрей Архипов (10 "а" класс) вĕренекенсем палăрчĕç. Вĕсем математика предмечĕпе (ертỹçи С.Тимофеева) призлă вырăнсем çĕнсе илме пултарчĕç. 2008-2009 вĕренỹ çулĕнче республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăсенче Алиса Петрова ( 11 "а" класс, чăваш чĕлхипе литератури предмечĕ, 3-мĕш вырăн, ертỹçи Л.Крылова), Андрей Архипов (11 "а" класс, технологи предмечĕ, 3-мĕш вырăн, ертỹçи С.Долгов) палăрчĕç. Кăçал вара республикăран тăватă вĕренекен çĕнтерỹпе таврăнчĕ. Вĕсем: Анастасия Чуманова (11 "б" класс, право предмечĕ, 1-мĕш вырăн, ертỹçи В.Николаев), Кристина Морозова (11 "б" класс, право предмечĕ, 3-мĕш вырăн, ертỹçи В.Николаев), М.Баранов (11 "б" класс, технологи предмечĕ, 3-мĕш вырăн, ертỹçи С. Долгов), Кристина Пузырева (3 "б" класс, чăваш чĕлхи, 3-мĕш вырăн, ертỹçи Т.Михайлова). 11-мĕш класри Оксана Герасимова предметсен республикăри 7-мĕш олимпиадинче хими предмечĕпе (ертỹçи В.Левая) 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. "Планета çинчи эрудитсем _ 2009" пĕтĕм тĕнчери интернет-конкурса хутшăннă Елчĕк шкулĕн команди (ертỹçи А.Данилов) сертификат илме тивĕç пулчĕ. Районта йĕркелесе ирттерекен "Çулталăкри вĕренекен" конкурсра та пирĕн шкулти вĕренекенсем хастар тупăшрĕç. Ольга Павлова (10 "а" класс), Татьяна Виноградова (9 "а" класс) иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Вĕренекенсем пĕр-пĕрин ỹсĕм-çитĕнĕвĕпе савăнаççĕ, çак хавхалану вĕсене тăрăшса вĕренме хистет. 2009- 2010 вĕренỹ çулĕнче 64 ача районти предмет олимпиадисен призерĕсен йышне кĕчĕ. Регион, пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен предметсен конкурсĕсене те вĕренекенсем çулран-çул хастар хутшăнаççĕ, япăх мар кăтартусем тăваççĕ. Çитĕнỹсем ахаль килмеççĕ. Пултаруллă ачасемпе ĕçлессине мĕнле йĕркелесе пырассине педагогсен коллективĕн канашлăвĕнче сỹтсе яватпăр. Çакăн пирки районти конференцисенче тухса калаçни те пысăк витĕм кỹрет. Шкулта наука ĕçĕпе кăсăкланакан ачасен ушкăнне йĕркеленĕ. Ăна Н.Кузьмина вĕрентекен ертсе пырать. Кунти кашни занятие çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн пурнăçласа пыраççĕ. Çапла майпа вĕренекенсем кĕçĕн классенчен тытăнсах тĕпчев ĕçĕсем çырма хăнăхаççĕ. Шкулти наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ, чи лайăх ĕçсене район, республика, Раççей шайĕнче иртекен конференцисене тăратаççĕ. Шкул чысне çỹлти шая çĕклесе пыма пултаракан вĕренекенсене çитĕнтересси кĕçĕн классене вĕрентекенсенчен нумай килет. Шăпах вĕсем ачасене пуçласа шкула, вĕренĕве хăнăхтараççĕ. Л.Кузнецова _ "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ". О.Баранова, В.Левая, Л.Крылова, А.Петрова, Л.Шепинова, В.Молоствова, Е.Корнилова "Раççей Федерацийĕнчи пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятсене тивĕçнĕ. Ăста вĕрентекенсен тивлетне пула пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе пĕтерекенсен хисепĕ те çулсерен ỹссе пырать. 2008-2009 вĕренỹ çулĕнче 77 выпускникран 4-шĕ (А.Петрова, В. Егоркин, А.Ласточкина, О.Маркова) ылтăн медальсем, 3-шĕ (Е.Майкова, А.Чуманова, М.Скворцова) кĕмĕл медальсем илме тивĕç пулчĕç. Пирĕн шкулти пултаруллă вĕренекенсем Мускаври, Санкт-Петербургри тата ытти пысăк хуласенчи аслă вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухаççĕ. Çакă педагогсен коллективне чăннипех савăнтарать. Тăрăшса вĕренекенсен йышĕ малашне шкулта тата ытларах пуласса шанса тăратпăр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика