Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна сиен ан кỹтĕр

29 мая 2010 г.

 

Пахалăхлă шывпа усă курни çыннăн сывлăхне витĕм кỹрет. Çавăнпа ĕнтĕ ĕçмелли шыв парса тăрассине лайăхлатса пырасси çине куллен пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак тĕллеве пурнăçласа пăрăхсенчи шыв пахалăхне палăртнă вăхăтран кая юлмасăр тĕрĕслессине йĕркелесе пыратпăр. Кăçалхи 4 уйăхра санитарипе хими кăтартăвĕсем тăрăх тĕрĕслеме пăрăхсенчен 14 проба илнĕ. Патреккелти ĕне ферминче тĕрĕсленĕ шыв хăйĕн хытăлăхĕпе тата нитратсен хисепĕпе гигиена нормативĕсене тивĕçтермен. Шыври микробиологи кăтартăвĕсене тĕпчесе пĕлес тĕллевпе районĕпе 42 проба илнĕ, вĕсем пурте гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ. Централизациленĕ майпа шыв илсе тăракан çăл куçран санитарипе хими, микробиологи кăтартăвĕсем тăрăх тĕрĕслеме илнĕ шыв пробисем те нормативпа ыйтнине тивĕçтернĕ. Ăшăх çĕрте вырнаçнă шыв хăвăрт вараланать, çавна май тасалăх тĕлĕшĕнчен те вăл шанчăклах мар. Анчах та шыв сахал районсенче е вăл питĕ тарăн вырнаçнă тĕлте ял халăхĕ çав шывах ĕçме пултарать. Ун пек чухне эпидеми чирĕсем сарăласран шанчăклă мерăсем йышăнмалла.


 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика