Туванское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Нимĕç офицерне тыткăна илтĕм”

21 мая 2010 г.

Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн Указĕпе килĕшÿллĕн ветерансене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле. Çак ĕç пурнăçланса пырать. Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкассинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 4 ветерана тата 4 салтак арăмне хваттер илме свидетельство панă. Ветерансен кăмăл-туйăмĕпе паллашас тесе Ваструшкинсем патне çул тытрăмăр. Ватăсем йывăç çуртра пурăнаççĕ. Хуралтă йĕри-тавра сип-симĕс курăк ешерет, инçех мар пĕчĕк кÿлĕ пур. Кил хуçисем типтерлĕ те ĕçчен пулни тÿрех палăрчĕ, урама тап-таса шăлса пуçтарнă. Тухса уçăлма, çут çанталăка сăнама инçех мар сак вырнаçтарнă. Тавралăхри илемпе киленнĕ вăхăтра кил карти алăкĕ уçăлчĕ, унтан шурă тутăр çыхнă кинемей тухрĕ, пире курсан кăмăллăн йăл кулчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр кун-çулĕ пирки ыйтса пĕлме килнине пĕлтерсен Мария Степановна ассăн сывларĕ:

- Çулсем хăйĕннех тăваççĕ çав, чир-чĕрĕ çулăхсах тăрать. Вăрçă никама та ырă тумарĕ, унтан пурте тенĕ пекех сусăр таврăнчĕç. Мăшăрăм та йывăр аманнă, контузи пулнă ăна. Çавă халĕ хăйĕн çинчен аса илтерет, хăлхи пачах та илтмест унăн. Ятарлă аппаратпа çеç сăмахлатпăр. Анчах вăрçă саманчĕсене тăтăш аса илет вăл, - терĕ те кил хуçи арăмĕ пире пÿрте иртме сĕнчĕ.

Хаяр çапăçуранпа чылай çул иртнĕ пулин те хăш-пĕр саманта Дмитрий Иванович хальхи пек ас туни тĕлĕнтерчĕ. Ытла та чĕрене кĕрсе юлнă ĕнтĕ вĕсем. Ваструшкинсем виççĕн пĕр тăван çитĕннĕ. Амăшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ, ашшĕне ĕçлеме илсе кайнă. Çĕршывра хаяр çапăçусем пынă вăхăтра Дмитрийĕн чунĕ чăтман - 1943 çулта вăрçа кайма шухăшланă вăл. Малтанах районти çамрăк боецсен курсне çырăннă.

- Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче, присяга тытнă кун, 17 çул тултартăм. Пире çапăçăва тÿрех хутшăнтармарĕç. Смоленскри полк шкулĕнче 5 уйăх çар ĕçне вĕрентĕмĕр. Çамрăк боецсен курсне çÿренĕрен çăмăл пулчĕ мана. Чылай япалана пĕлеттĕм. Хăшĕ-пĕри вырăсла сылтăмпа сулахай хăш енчине те тавçăрмастчĕ, - сăмахне тăсрĕ ветеран.

Дмитрий Иванович пулеметчик ĕçне алла илнĕ. Анчах вĕçне çитиех вĕренсе пĕтереймен, вĕсене тапăнăва илсе кайнă. Палăртнă тĕле çитсен йĕри-тавра шăплăх хуçаланнине асăрханă, анчах кăшт тăхтасан тÿпере нимĕç самолечĕсем вĕçме пуçланă. Вăрçă хаярлăхĕпе куçа-куçăн тĕл пулма ĕлкĕреймен салтаксемшĕн ку кĕтменлĕх пулнă.

- Пурте ун-кун чупма, хĕвĕшме пуçларĕç. Ним тума аптрарăмăр. Командир чупса пычĕ те: “Часрах! Пытанăр! Пурте çĕр пÿртсене кĕрĕр!” - тесе пире тĕртме пуçларĕ. Юрать, нимĕçсем тÿрех бомба пăрахмарĕç, унсăрăн 100 ытла çамрăк çапăçăва хутшăнаймасăрах пĕтеттĕмĕр. Пĕр талăк çĕр пÿртре лартăмăр. Хăлхара снаряд, бомба çурăлнă сасă янăрарĕ. Таврара шăплансан хÿтĕлеве тухрăмăр, - аса илчĕ ватă.

Тискерлĕх чылай курма тÿр килнĕ ветеранăн. Пĕррехинче Дмитрий Иванович виçĕ салтакпа разведкăна кайнă. Вăрманта вĕсем нимĕçсене асăрханă. Тăшмансем таврари çула тĕпченĕ.

- Пересшĕнччĕ, анчах чăтрăм, хамăр пуррине палăртас темерĕм. Меллĕ саманта кĕтсе выртрăмăр. Вăхăт иртсен темиçе нимĕç маларах палăртнă çулпа темĕн сĕтĕрсе каçнине куртăм та пулеметран шатăртаттартăм. Тăшмансем çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕç, темĕн çурăлнă сасă вăрмана кисретрĕ. Гранатăсем йăтса пынă иккен вĕсем. Пенĕ вырăна çитсен нимĕç офицерĕ чĕрĕ юлнине асăрхарăм та унăн аллине çыхса хамăр пытаннă çĕрелле уттартăм. Командирпа çыхăнса тăшмана тыткăна илнине пĕлтертĕм. Нимĕç офицерĕ çĕре йăваннă та: “Сибирь! Плен!” - тесе выртать. Чаçа илсе кайма пуçтарăнтăм та вырăнтан та хускалмасть: “Вĕлерместпĕр!” - тесен çеç тăчĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ ветеран.

Паттăрлăх кăтартнăшăн Дмитрий Ивановича “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медальпе наградăланă. Анчах ăна вăл илме ĕлкĕреймен - тапăну вăхăтĕнче йывăр аманнăран госпитале лекнĕ. Ÿте ванчăк кĕнипе салтакăн алли ĕмĕрлĕхех сусăр юлнă, хăлхи япăх илтме пуçланă. Çамрăка килне янă. Унта та алă усса ларман вăл - колхозра бригадирта тăрăшнă. Çавăн чухне юнашар ялта пурăнакан пулас мăшăрĕпе паллашнă та.

- Пире ун чухне вăрман касма яратчĕç. 15-ре çеç пулсан та пысăк йывăçсенех йăвантараттăмăр. Ĕçрен хăраман. Каçхине ывăннипе çан-çурăм сĕрлетчĕ. Пĕррехинче эпир ĕçленĕ çĕре пулас мăшăрăмпа председатель пычĕç, ĕçе вĕçлеме васкатрĕç. Çавăн чухне килĕштернĕ те вăл мана. Туслăх чылая тăсăлчĕ. Ун чухне юрату пирки шухăшлама вăхăт пулман, - сăмах хушрĕ Мария Степановна.

Вăрçăран таврăннă хыççăн икĕ çултан Дмитрий Ивановича районти çар комиссариатне чĕннĕ те: “Саламлатăп, икĕ пурнăçлă пулĕ эсĕ?” - тесе маннă “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медале тыттарнă. Çав самант ветеран асне ĕмĕрлĕх кĕрсе юлнă. Савнийĕпе паллашнăранпа 6 çул иртсен Дмитрий пикене мăшăрланма ыйтнă, анчах хĕрĕн тăванĕсем сусăрпа тăванлашасшăн пулман.

- Качча каяссине пĕлсен пурте хирĕçлерĕç, анчах анне сăмахĕ чи пĕлтерĕшли пулчĕ. “Нуша чылай куртăмăр,малашлăхран нимĕн кĕт¬¬¬¬¬ме묬¬¬ли те çук. Налук тÿлеме укçа çителĕксĕр, качча кайсан çăмăлрах пулĕ”, - терĕ. Çемьене кулаксен йышне кĕртнипе хĕн-хурне, чăнах та, чылай куртăмăр. Çурта туртса илсе шкул турĕç, аттене тĕрмене ăсатрĕç, 7 çул мунчара пурăнтăмăр. Çавăнпах çемье çавăрма килĕшрĕм, - сăмахне тăсрĕ ватă.

Мăшăр 59 çул пĕрлешăкăл-шăкăл калаçса пурăнать. 6 ача çитĕнтерсе ура çине тăратнă вĕсем. Ватăсем 9 мăнукĕпе 4 кĕçĕн мăнукне пăхса ытараймаççĕ. Килте иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ пулин те сысна, чăх-чĕп усрама вăй-хал çитереççĕ. Çитес вăхăтра хулари хваттерлĕ пулĕç, анчах ял пурнăçне нимĕнпе те улăштарас килменнине пĕлтерчĕç вĕсем.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429104. Шумерлинский район. с. Туваны, ул. Октябрьская, д.15
Телефон: 8(83536) 62-4-25
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика