Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнчелепе тĕнче тытаймăн...

26 мая 2010 г.

 

Кĕнчелепе тĕнче тытаймăн...

26.05.2010
"Елчек ен"
Л.ЗАЙЦЕВА, районти тĕп библиотека ертỹçи.
Професси уявне библиотекарьсем япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Чăваш Республикин Культура министерствипе наци библиотеки те пирĕн тăрăшулăхпа ĕç тухăçлăхне аван хак пачĕç. Çакна республика шайĕнчи конкурссенче çĕнсе илнĕ Дипломсемпе Тав çырăвĕсем те ĕненмелле каласа параççĕ. "Право информаци центрĕн чи лайăх библиотеки" республикăри конкурсăн "Право пĕлĕвĕ паракан чи лайăх библиотека" номинацире Елчĕкри тĕп (Р.Лазарева), Патреккелти (Т.Захарова) тата Аслă Таяпари (Е.Портнова) ял библиотекисем палăрчĕç. Наци кĕнекин регион шайĕнче иртекен "Кĕнеке урлă _ халăхсен килĕшĕвĕ патне" фестивальте çулсерен районти вуншар библиотека тĕрлĕ номинацире дипломсемпе хаклă парнесем илме тивĕç пулать. Кăçалхи çĕнтерỹçĕсем хушшине Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Курнавăш ял библиотекин ертỹçин Р.Горшкован ĕçĕ чи курăмлисен шутĕнче пулчĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ республикăри "Иртнĕ çулсен çутă астăвăмĕ" конкурсра тĕп библиотека "Вăрçă йĕрĕпе" номинацире палăрчĕ. Краеведени уйрăмĕн ертỹçи Л.Иванова хатĕрленĕ "Совет Союзĕн Геройĕн А.Ф.Беляевăн вилĕмсĕр паттăрлăхĕ" ĕçĕ дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ. Тĕп библиотека хатĕрленĕ "Елчĕк районĕн çичĕ тĕлĕн-термĕшĕ" электронлă курав пирки республика шайĕнчи хаçат-журнал та нумай çырчĕ, халăха паллаштарчĕ. Кăçал вара "Чăваш Енĕн 7 тĕлĕнтермĕшĕ" конкурс йĕркеленине илтсен пĕр шутласа тăмасăрах хамăр ĕçе тĕп хулана ярса патăмăр. Халăх пĕрлĕхĕн кунне тĕп библиотека çулсерен асра юлмалла тĕл пулусем ирттерет. Кăçал вара Раççей шайĕнчи "Мы разные _ в этом наше богатство! Мы вместе _ в этом наша сила!" акци çак уява татах та илемлĕрех тума хистет. Вулакансем çак конкурса хутшăнса "Чăваш халăхĕн культури", "Аттелĕхĕн Аслă вăрçи чăваш халăх кун-çулĕнче", "Ман юратнă Чăваш Ен" ĕçсем тăратрĕç. Çĕнтерỹçĕсене Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче палăртатпăр. Федерацин "Раççей юрисчĕсен пĕрлешĕвĕн" Чăваш Енри регион уйрăмĕн тата Чăваш Республикин наци библиотекин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ халăха право пĕлĕвĕпе пулăшăвĕ паракан консультаци пункчĕ аван ĕçлет. Кашни уйăхăн виççĕмĕш кĕçнерни кунĕнче халăх 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен правопа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине тỹлевсĕрех хуравсем илет. Уйрăмах район прокурорĕн пулăшуçи И.Романов çак ĕçре пысăк вăй хунине палăртса хăварас килет. Паян районти 24 библиотекăра 39 çын тăрăшать. Вĕсенчен 15-шĕ аслă пĕлỹ, 23-шĕ ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ. Культурăпа искусство ĕçченĕсем хатĕрлекен аслă шкулта куçăмсăр майпа 1 çын вĕренет. Пирĕн библиотекăсенче анлă тавра курăмлă, пурнăç таппинчен юлман, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаракан, пуян чун-чĕреллĕ çынсем ĕçлеççĕ. Акă, Çĕнĕ Эйпеçри вулавăш ертỹçипе Любовия Александровнăпа унăн мăшăрĕ Николай Павлович Мустаевсем питĕ пысăк ĕç пуçарнине палăртса хăварас килет. Ял историне çыраççĕ вĕсем. Пурнăç малаллах аталанать. Тунă çитĕнỹсемпе лăпланса лармастпăр. Эпир "Елчĕк районĕнчи муниципаллă библиотекăсене 2020 çулччен аталантармалли программăна" тата Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă "Чăваш ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли" Çырăва тĕпе хурса вăй хуратпăр. "Кĕнчелепе тĕнче тытаймăн... Паян модернизаци çитĕнĕвне пĕтĕм халăха компьютер пĕлĕвне панипе пуçламалла. Ăна тума ансат, анчах та паянах питĕ пĕлтерĕшлĕ, хальлĕхе Раççейри пĕр регион та тăвайман проектран _ халăха компьютерпа ĕçлеме пĕр çын юлмиччен хăнăхтарнинчен пуçламалла. Республикăра çакăн валли лайăх никĕс пур", _ тенĕ Президент унта. Çак никĕсĕн пĕр пайĕ _ районти 24 библиотека. Виçесĕр хаклă халăх пуласлăхĕ эпир мĕнле ĕçленинчен те килет. Паянхи библиотека вăл кивелнĕ кĕнекесен пуххи мар, тĕнчене тухмалли вырăн. Çĕр-çĕр тĕрлĕ справочник, тĕрлĕ энциклопеди, электронлă хатĕр-сем, пысăк хăвăртлăхпа ĕçлекен тỹлевсĕр Интернет. Унта пĕр кĕрсен хамăр çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне кăна мар, тĕнче вĕçне те çитсе çаврăнма ансат. Ỹстерсе калать тесе ан шутлăр _ паян библиотека алăк урати урлă каçсан тỹрех музее, кино çуртне, театра, хăвăрăн тăван, тус-юлташ килне, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем патне çитсе килме пулать. Анчах нимле чаплă экран та шурă хут çине хурапа çырнă кĕнекене улăштараймасть. Чăваш, вырăс, тĕнче литературисене пĕлмен çын пурнăçпа тан утаймасть. Нумай вуласа çеç тавра курăма сарма, шухăшлава анлăлатма, туйăмсене çивĕчлетме май пур. Халăх патне хывнă сукмак библиотекăра вăй хуракансене таçта та илсе çитерет. Районта иртекен пĕр ĕç те пирĕнсĕр иртмест. Тирпей-илем, тĕр-лĕрен куравсемпе ăмăртусем, ваттисене пулăшу, çамрăксене ăш сăмах _ пур çĕрте те эпир, вулавăш ĕçченĕсем. Уяв ячĕпе эпир хамăрăн социаллă партнерсене, вулакансене, тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене чун-чĕререн саламлатпăр. Кĕнекепе пĕлĕве чунран парăннă библиотекарьсене пурне те ĕçе вĕçĕмсĕр юратнăшăн тата пултарулăх вăй-халĕшĕн, пысăк профессионализмшăн, вулакансемпе кăмăллă тата тимлĕ пулнăшăн тав тăватăп, телей, сывлăх тата ăнăçу сунатăп.  Сăн ỹкерчĕкре: кĕнеке ту-сĕсем пĕрле пуçтарăнсан.


АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен» Минкультуры Чувашии

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика