Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир те йывăрлăхне пайтах тÿсрĕмĕр.

05 мая 2010 г.

         Аслă Çĕнтеру уявĕ çывхарса килет. Вăл пĕр вăхăтрах  мăнаçлă савăнăç та, йÿçĕ куççуль кÿрекен уяв та. Эпĕ, Ятман ялĕнче 1942 çулта кун çути курнăскер, хам тантăшсен ячĕпе, арçын аллисĕр ÿснĕ хам ăрури вăрçă ачисен ячĕпе пуçа килнĕ шухăшсене, аса илÿсене вулакан умне кăларасшăн. Тата кăштах хам анне çинчен, хăйĕн вăрăм ĕмĕрне салтак арăмĕ, тăлăх арăм ячĕпе пурăнса ирттернĕскер çинчен , каласа парасшăн.

      Ачалăха илес пулсан, чи малтанах вăрçă чарăнсан атте таврăнасса питĕ хытă кĕтни куç умне тухать. Мĕшĕн тесен вăл вилни çинчен мар, пĕр хыпарсăр çухални çинчен хут килнĕ-çке. «Пурăнать пуль, тен, тыткăна лекнĕ, чĕрех юлнă пуль»,- калаçаттăмăр аннепе.

      Пирĕн Ятман ялĕ витĕр аслă çул сарăлса выртать. Çав çулпа иртен-çÿрен питĕ нумай утатчĕ. Хăш чухне салтак тумлисем те иртсе каятчĕç. Эпĕ вара кашнин çинех ку манăн атте мар-ши тесе пăхаттăм.

      Пĕррехинче вара урамра вылянă чухне ту енчен пĕр салтак аннине куртăм. Хул пуççи урлă çакнă кутамки те пур. Пирĕн тĕле çитсен пăрăнчĕ те пирĕн патах кĕрсе кайрĕ. Атте-ши ку çын е атте мар? Курман-çке эпĕ ăна пĕрре те. Вăл та мана палламасть. Савăнсах пÿрте чупса кĕтĕм. Салтак ĕнтĕ сĕтел патĕнчи пукан çинче ларать. Часах асанне тĕпелтен ут хури вăрринчен  пĕçернĕ икерчĕ илсе тухрĕ, уйран та лартса пачĕ. Эпĕ атте мана ыталаса илсе чĕр куççи çине лартасса кĕтетĕп. Вăл вара хыпалансах икерчĕ çиет. Пăхатăп, асаннен те пит-куçĕнче савăнăç çук. Ку салтак та атте пулмарĕ иккен, инçе çул çинче хырăмĕ выçнипе çиме кĕнĕскер анчах.

 

      Атте вăрçăран таврăнмарĕ. Атте тесе чĕнсе кураймасăрах халĕ ĕнтĕ хам та ватăлтăм, анне те, упăшкине мĕн виличченех кĕтрĕ пулсан та, кĕтсе илеймерĕ.

     Аннене, аттепе 3 çул çеç пĕрле пурăнма ĕлкернĕскере, эпир пĕчĕк чухне кăнтăр кунĕнче курман теме те пулать. Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне колхоз ĕçĕнче ирттернĕ. Пире, аппапа иксĕмĕре, асанне пăхса ÿстернĕ. Анне ача çуратма вăхăт çитсен те колхоз уйĕнче пулнă. Мăйран кунтăк çакса алăпа тырă акнă. Мĕншĕн тесен тырă акма тухакансене колхозран пĕрер çăкăр панă-мĕн. Анне вара мана çуратма уйран киле утса çитме вăй çитренĕ-çитернех.

      Вăл вăхăтри çăкăр хакне мĕнпе виçсе танлаштарма пулать-ши тата Аннесем çăкăр шыраса Шупашкар таранах çуран çÿренине лайăх астăватăп. 3-4 хĕрарăм пĕрле пуçтарăнатчĕç те çунашкасем туртса ир-ирех тухса утатчĕç.Хĕллехи сивĕ каçсенче эпир вара çывăрмасăрах аннесем килессе кĕтсе лараттăмăр. Çур çĕр тĕлнелле е тепĕртакран алăк уçăлса каятчĕ те пÿрте хĕллехи сивĕпе пĕрле анне кĕрсе тăратчĕ. Питне тăм илнĕ, кĕрĕкĕ шап-шурă юр, шăнса ларнă çăпатисем урайĕнче атă сасси кăларатчĕç.Эпир аппапа юрланса пĕтнĕ пир михĕрен 5-6 çăкăр туртса кăлараттăмăр. Пирĕн ялтан таçта инçетре 50 çухрăмра вырнаçнă хула çăкăрне.

     Çăкăр сĕтел çинче хальхи пек ирĕклĕн тăнине астумастăп. Çиме ларсан ăна пĕчĕкшер татăкăн пайласа паратчĕç те юлашкине мачча патĕнчи çÿллĕ лаптак кашта çине пуçтарса хуратчĕç. Пирĕн унта улăхма юраман.

     Çу кунĕсенче асанне улăха кайса ут хÿрин сап-сарă вăррине сăптăрса килетчĕ. Унран вара тутлă икерчĕ пĕçерсе паратчĕ. Хĕл кунĕсенче вăрмантан шĕшкĕ кăчки татса пуçтарса килетчĕç. Кăчкисене кантăр вăррипе хутăштарса килĕре тĕветчĕç те пăтă туса çитеретчĕç. Йĕкел çăнăхĕнчен хутăш пĕçернĕ пашалу та йÿçех пулман. Çуркунне çитсен колхоз хирĕнче тупăша-тупăша пыльчăк çăрса çĕр улми пуçтараттăмăр. Çĕрĕк çĕр улми крахмалĕнчен пĕçернĕ çÿхе икерчĕ вара пирĕншĕн чăн-чăн деликатес пулнă.

      Деликатес тенĕрен, пĕрремĕш хут сахăр çисе курнине лайăх астăватăп. Пĕррехинче анне пÿрте чăмăртан та пысăкрах шурă юр муклашки пек япала илсе кĕчĕ. «Мĕн ку?»-ыйтатăп аннерен. «Сахăр вăл, чей ĕçмелли, пылакскер»,- тет вăл савăнăçлăн. Чул пек хытăскерне сĕтел çине хучĕ те çĕçĕпе тата мăлатукпа шаккаса катма тытăнчĕ. Катăлнă тĕпренчĕкĕсене тутантарса пăхтарчĕ. Хура çăкăр чăмлакне ĕмни мар çав ку, чылай тутлăрах пулчĕ.

       Шкула кайма та вăхăт çитрĕ. Класра 20 ача ытла. Вĕренес кăмăлĕсем пысăк. Çав вăхăтрах çур класс ытла трахома чирĕпе чирлĕскерсем. Пыйтисем те урокрах пуç çинчен тетрадт çине пат! Татăлса анатчĕç. Вырăнти фельдшер шкула кунсерен тенĕ пекех çÿретчĕ куçсене эмел яратчĕ, куçри хĕрлĕ шатрасене пинцетпа тата-тата илетчĕ. Çапах та пĕр-икĕ ачан хăрах куçне шурă илсе лартнăччĕ ĕнтĕ. Пыйтисене пĕтерес тесе тухтăрсем класа кĕретчĕç те дуст тултарнă марля хутаççине пирĕн хĕвсене силлесе тухатчĕç.

       Ялти шкултан вĕренсе тухсан 5-мĕш класа Çатракасси шкулне кайрăмăр. Шкулĕ пысăк. Вĕренме 4-5 ялтан çÿреççĕ. Çĕнĕ юлташсемпе паллашатпăр, çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ. Анчах та кунти ачасем те, пирĕн пекех, çурма тăлăхскерсем. Кĕрхи уйăх пулсан та, нумайăшĕ шкула çара уран çÿрет.

       6-мĕш класс вĕренсе пĕтерсе каникула тухсан колхозра çитеннисемпе танах ĕçлеме тытăнтăмăр. Малалла хамăрăн ачалăха, çамрăклăха колхоза, Тăван çĕршывăмăра патăмăр теме те пулать. Пире , арçын ачасене, çу каçипе ĕçлеме кашнине пĕрер лаша çирĕплетсе пачĕç. Мана «Майский» ятлă лăпкам лаша лекрĕ. Кĕр кунĕ çитсен шкула утма тытăничченех уйрăлмарăмăр вара пĕр-пĕринчен. Кашни ир бригадир ĕçе чĕнсе кăшкăрнипе вăранаттăмăр та сĕм çĕрлеччен уйра. Ял ачисемшĕн çу каçа канмалли кун пулман.

        Тырă пиçсе çитсен пире те ана виçсе паратчĕç: пысăкраххисене-çур тÿпе, пĕчĕкреххисене-чĕрĕк тÿпе. Анне вĕрентсе пынипе эпир те çурлапа тырă вырма вĕрентĕмĕр, вĕри хĕвел айĕнче пиçсе сахал мар тар юхтартăмăр

        Çыратăп та çак йĕркесене, шухăша путатăп. Паянхи пурнăçа ĕлĕкхипе танлаштаратăп. Çерĕпе пĕлĕт пекех пысăк уйрăмлăх. Ĕлĕкхи хăш-пĕр чухне чăнлăхпа пĕр килмен пек туйăнса каять. Ăçтан ăнланма пултарĕç ăна хальхи çамрăксем?  Эпир халь аннесем пек 100 çухрăма мар, 5 çухрăмри Муркаша та çуран утмастпăр вĕт. Апла пулин те хальхи саманан та хăйĕн хуйхи-суйхи. Пурнăç тени никамшăн та çăмăл килмест, нихăш вăхăтра та.

      Анне иртнĕ çуркунне 92 çула кайса ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ, тинех канлĕх тупрĕ. Виличчен пĕр эрне маларах вырăн çинчех хуллен-хуллен юрă юрласа выртать. «Мĕн тесе юрлатăн?»- ыйтатăп аннерен. Вăл юрă сăмахĕсене шкул ачи пек пĕр такăнмасăр каласа пачĕ:

              «Улăх тăрăх утрăм та утрăм улăх кĕпçи шыраса.

              Шăтнă та пуль, типнĕ те пуль, сиссе юлаймарăм пуль.

              Шухăшласа пăхатăп та, маншăн ырă кун пулнă-ши?

              Пулнă та пуль, пулман та пуль, сиссе юлаймарăм пуль».

      Шухăшласа пăхмалли, чăнах та, пур. Тен салтак арăмĕсене, аппасене, пур тыл ĕçченĕсене халалласа палăксем лартмалла? Тивĕç вĕсем ăна. Вăрçă çулĕсенче  хĕрарăмăн хулпуççийĕ çине этем йăтма çук йывăрлăх тиеннĕ. Хĕрарăм ăна чăтма пултарнă. Фронт валли мĕн кирлине пĕтĕмпех ăсатса Аслă Çĕнтерÿ  çăлтăрне хăвăртрах çутма тÿпе хывнă, çамрăк ăрăва сыхласа хăварса çĕр-шывĕн килес ăрăвĕсем валли, паянхи пуласлăх валли çул уçнă. Тĕрĕссипе 65 çул каялла пулса иртнĕ Çĕнтерÿ те, паянхи пирĕн пурнăç та çăмăллăн килмен.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика