Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тонна çурă çĕр улмие тивĕçрĕм»

08 мая 2010 г.

    Пурнăç пурăнасси вăйă вылясси мар. Çакна 1925 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Ятман ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă Даша печĕккĕ чухнех ăнланса илнĕ. Хĕр ача ÿссе пынă май йывăрлăхсем те хутшăннă, хуйхи –суйхи те йышланнă.

    Çар ĕçĕнчи йывăрлăхсенчен нихăçан та пăрăнман амăшĕ Даша 9 çула çитсен вăхăтсăр çĕре кĕрет. Граждан вăрçинчен 1921 çулта хăрах алăпа таврăннă ашшĕ çемьере икĕ алăпа ĕçлекен те кирлĕ тесе тепĕр хут авланать. Унран 1934 çулта çемьене Михаил хушăнать. Пурнăç юсанса пырать: пурăнмалла та пурăнмалла, анчах календарь çинче 1941 çул…

    -Çав çулхине çуркунне колхоза кĕмен атте пире Атăл урлă кĕтÿ пăхма илсе кайрĕ. Уçă сывлăш, илемлĕ çуркунне, кайăк юррипе те утă шăршипе тулнă çÿ пуçламăшĕ. Эпĕ сурăхсем пăхатăп. Атте ĕнесене кĕтсе çÿрет, анне шăллăма пăхса пире валли вăхăтлăх хваттерте апат пĕçерет. Пĕррехинче анне кĕтÿ пăхма ман вырăна пĕр кунлăха кайрĕ те йывăç айĕнче çывăрса çĕр сиввипе чире кайрĕ. Сывалаймарĕ вара: 1941 çулхи çу уйăхĕнче эпĕ иккĕмĕш аннене те çухатрăм. Тепĕр уăхран киле таврăнтăмăр та июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçă пуçланчĕ. Хуйхă çине хуйхă. Çуллахи хитре те ăшă кун çĕр-шыва СавАн пек инкек пырса çапасси никамăн пуçĕнче те пулман.Çĕр-шыври кашни хулапа яла хуйхă пырса çапрĕ. Ĕнер кăна ĕçрен каннă вăхăта ташă-юрăра ирттернĕ çынсен сăн –питне хурлăх хупласа   илчĕ.

     Вăл çулхи çур акире килти хушма хуçалăхра нимех те лартман çемье пĕтĕм пултарнă таран колхоз ĕçне явăçнă. Ашшĕ çĕр улми хуралĕнче тăнă, Даша кĕр çитсен иртен пуçласа каç сĕмĕччен çĕр улми кăларас ĕçре тимленĕ.

      Арçынсем вăрçă тухса кайнăран тата хĕрарăмсем чарăнми куççуль юхтарнăран ĕçлеме вăй-хал та сахалли сисĕнетчĕ. Çапла вара нумай ĕçлерĕм вăл кĕркунне. Процент шучĕпе 1,5 тонна çĕр улми илтĕмĕр те пурăнса ятăмăр вăл хĕл,- лăпкăн калаçать Мăн Сĕнтĕрти ваттисен çуртĕнче канлĕх тупнă ветеран.-Çакă та асра: атте, хăрах алăпа пулсан та,пире валли çимелли пултăр тесе пахчари мăяна çулатчĕ, ял çыннисене уйранла та хăярла сутатчĕ.

      Çапла вара аслисем фронтра юн тăкнине тыл ĕçченĕсем çичĕ хут тар юхтарнипе ответленĕ. Пĕрлехи ĕç харама кайман. Çулталăкпа та уйăхпа, эрепе те кунпа, сехетпе  Аслă Çĕнтерĕве çывхартса пынă.

      -Вăрçă хыпарĕсемпе тулнă чунсем Çĕнтерÿ кунне епле савăнăçлă кĕтсе илнине сăмахпа калама та , кăранташпа çырма та çук. Вăрçă пĕтнĕ тесен çерем çине выртса йăвалантăмăр, савăнăç куççулĕ капланса тухни халĕ те асра,-терĕ Дарья Михайловна Сибагатова  хăй 1957-2006 çулсенче Свердловск облаçĕнче çемье çавăрса пурăннине пĕлтерсе. Ватлăхра тăван ене чун туртнипе килнĕ тыл ветеранĕ вăрçă çулĕсенчи йывăр ĕçсене пула ача çуратаймасăр юлнипе кулянса куççульне шăлса илчĕ.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика